Çуркунне çитнĕ май, тĕнче чĕрĕлсе пынăçемĕн, чĕрере ырă та ăшă, хăватлă туйăмсем çуралаççĕ. Уйрăмах пултарулăх çыннисен чунĕсем çунат сараççĕ, хăпартланаççĕ.
Шупашкарти литература музейĕнче паян тата та илемлĕрех, çутăрах пулчĕ. Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ умĕн кунта йăлана кĕнĕ литературăпа музыка каçĕ иртрĕ. Мероприятине кăçал литература музейĕ Чăваш наци конгресĕпе пĕрле йĕркелерĕ. Çавăнпа та уяв каçне ЧНК культура комитечĕн пайташĕсем те хастар хутшăнчĕç.
К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕн директорĕ Ирина Оленкина, ЧНК культура комитечĕн председателĕ Вера Архипова пухăннисене çитес уявпа ăшшăн саламларĕç, телей, юрату, сывлăх сунчĕç.
Кунтах Раççей художникĕсен пайташĕн Нина Алимасован ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ. Йĕри-тавра илем, чечексем "ешереççĕ", рама ăшĕнчен тухса, чĕрĕлсе, ытама кĕрсе ÿкессĕнех туйăнаççĕ. Вĕсем уяв каçне килнĕ хĕрарăм-сăвăçсемпе ытти калем ăстисен чунĕсене тыткăнлаççĕ.
Çакă мар-и, Нина Алимасован таланчĕ, илеме туйса, сăрă мелĕпе çутçанталăк капăрлăхне тĕлĕнмелле чĕртсе тăратни!
Хĕрарăм-ÿнерçĕ ĕçĕсене пăхса киленнĕ хыççăн, сăвăçсемпе литераторсем хăйсен чунĕсенче çуралнă туйăмсене каласа пачĕç, чи лайăх хайлавĕсене чуна хумхатмалла вуларĕç.
Альбина Юрату, Лидия Сарине, Светлана Гордеева тата ытти сăвăçсем тинтерех çырнă сăввисемпе савăнтарчĕç, Нина Алимасова сăрă ăстин картинисене курса киленнине, унăн пултарулăхĕнчен тĕлĕннине каларĕç, ÿнер ăстине малалла та хăпартланса ĕçлеме ăнăçу сунчĕç.
Уява пухăннисемшĕн кĕтменлĕх те пулчĕ – Чăвашкино директорĕ, чăваш кинематографĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Олег Цыпленков çамрăк чухне юрату туйăмĕпе çуралнă сăвă йĕркисене аса илчĕ. Олег Михайлович пикесене Хĕрарăмсен уявĕпе саламларĕ, ăнăçу, телей сунчĕ.
Людмила Сачкова проза ăсти те хăйĕн ĕçĕсемпе паллаштарчĕ, çуралса ÿснĕ ял историйĕпе çыхăннă роман çырнине пытармарĕ.
Паллах, уявра юрă - кĕвĕсĕр пулмарĕ.
ЧНК культура комитечĕн пайташĕ Роза Степанова юрăç, Клара Осокина ертсе пыракан «Тарават» ушкăн пухăннисен кăмăлĕсене юрă-кĕвĕ çемипе тултарчĕç.
«Эпир, хĕрарăм-çыравçăсем, сăвăçсем пурте пĕр ĕç тăватпăр. Чăваш чĕлхине, культурине пĕтерес марччĕ, аталантарасчĕ тесе хамăр мĕн пултарнă таран чунтан тăрăшатпăр. Паянхи уяв пире тата та савăнтарса, хăпартлантарса ячĕ»,- терĕ Лидия Сарине сăвăç.
Чăн та, литература музейĕнче иртнĕ поэзипе музыка каçĕ пурин кăмăлне те кайрĕ, çуркунне ăшăлăхне туйтарса чунсене хăпартлантарчĕ, пултарулăх лаççинче тата та хастартарах ĕçлеме вăй-хăват пачĕ.

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи, культура комитечĕн пайташĕ.
(Автор сăнÿкерчĕкĕсем).