Мухтавлă сăвăç, общество пурнăçĕнче сулмаклă утăмсемпе паллă йĕр хăварнă Петр Хусанкай 1907-мĕш çулта Тутар Республикинчи Сиктерме ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ăна Шупашкарта пытарнă.

Петĕр Хусанкай ячĕпе хулари пĕр урам, культура керменĕ, вулавăш хисепленсе тăрать. Вăл 1960-70 çулсенче пурăннă урамри  (Ленин пр. 38) çурт çине асăну хăми çакнă.

Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕсем Анатолий Ухтияров, Владимир Тяпкин, конгресс пайташĕсем, хаçат-журналта тăрăшакансем тата ытти хастарсем паян асăну хăми çине чĕрĕ чечексем хучĕç, паллă поэта асăнса сăмахсем каларĕç, унăн сăввисене вуларĕç. Вĕсемпе пĕрле ку сăваплă ĕçе хула çыннисем те хутшăнчĕç.

   Тĕнчипе чапа тухнă, чăн чăваш сăвăçинн çутă ячĕ халăх асĕнче çулсем иртсен те пурăнĕ.

 ЧНК пресс-служби.