САЛАМЛАТПĂР!

  Паян, пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, ĕç тăвакан комитет ертÿçи Анатолий Ильич Ухтияров çуралнă кунне паллă тăвать. Пирĕн ĕçтеш, пултаруллă ертÿçĕ Шăмăршă районĕнчи Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче çуралса ÿснĕ.  Вăл И.Н. Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх унивеститетне пĕтернĕ, каярах юрист профессине алла илнĕ, чылай çул патшалăх ертÿлĕхĕнче ĕçленĕ.  Анатолий Ильич -- юридици наукисен кандидачĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ. 2017-мĕш çултанпа вăл ЧНК вице-президенчĕ, президиум пайташĕ. Пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнчен конгресс президенчĕн Николай Угасловăн Хушăвĕпе Анатолий Ухтиярова ЧНК ĕç тăвакан комитет ертÿçи пулма шанчĕç.  Маттур та лара-тăра пĕлмен ĕçтеш, пуçаруллă ертÿçĕ Анатолий Ухтияров  Чăваш Республикин Общество палатин председателĕн çумĕ пулса та тăрăшать. Вăл юридици наукипе тата тавра пĕлÿпе çыхăннă нумай кĕнекесен авторĕ.  Пуçаруллă та хастар ĕçтешĕмĕре çуралнă кунпа чунтан саламлатпăр!  Ăна иксĕлми телей, хурçă пек çирĕп сывлăх, юрату, ăнăçу сунатпăр!

                                                                                                              ЧНК хастарĕсем.