Ӗҫ планӗнче фестивальсем, конкурссем, ҫӗнӗ проектсем...


Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ юлашки вӑхӑтра чылай проект пурнӑҫа кӗртрӗ.
Вӗсен шутӗнче: "Аваллӑха упраса, малашлӑха ӗненсе", "Шӑпӑр-кӗсле ай янӑравӗ", "Чӑваш ташшин илемӗ", Ираида Вдовина пухнӑ юррӑсен фестивалӗ, "Чӑваш Ене мухтаса", Чӑваш Енӗн паллӑ ҫыннисем", "Айтӑр, вӑййа тухар -и" тата ытти конкурссемпе фестивальсем.
Чӳкӗн 20-мӗшӗнче иртнӗ ятарлӑ ларура килес ҫӗнӗ ҫул валли чылай ҫӗнӗ ӗҫсем палӑртрӗҫ, иртнӗ ҫулсенче ӑнӑҫлӑ иртнӗ мероприятисене те анлӑрах ирттерме шутларӗҫ.
Комитет ертӳҫи Вера Архипова регионсенчи чӑвашсемпе пӗрле тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлес кӑмӑллине палӑртрӗ, республика районӗсене тухса та пӗлтерӗшлӗ темиҫе ӗҫ-пуҫ ирттерме сӗнчӗ. Культура комитетӗнче вӑтӑр ҫын таран тӑрӑшаҫҫӗ, кашнийӗ тӗрлӗ ӗҫшӗн яваплӑхне туйса вӑй хурать.
Конгресс ӗҫ тӑвакан комитечӗн председателӗ Анатолий Ухтияров комитет пайташӗсене вӑхӑт ҫитерсе ЧНК ӗҫ-хӗлне пуянлатнӑшӑн тав сӑмахӗ каларӗ, килес ҫул та тӑван халӑх культурине, йӑли-йӗркине аталантарас енӗпе маттур ӗҫлессе шаннине пӗлтерчӗ.
Комитет пайташӗ Елена Светлая проектсене гранта тӑратмалли пирки аса илтерчӗ, ку ӗҫре кашни хастар хӑйӗн вӑйне хума пултарассине палӑртрӗ.