• Анатолий Ухтияров вице - президент тӑван чӗлхесемпе литературисене тӗпчес тата вӗрентес ҫивӗч ыйтусемпе иртнӗ ӑслӑлӑхпа практика конференцине хутшӑнчӗ

Анатолий Ухтияров вице - президент тӑван чӗлхесемпе литературисене тӗпчес тата вӗрентес ҫивӗч ыйтусемпе иртнӗ ӑслӑлӑхпа практика конференцине хутшӑнчӗ

 

 Тӗнче шайӗнчи конференцие Чӑваш Республикинчи вӗренӳ институтӗнче йӗркелерӗҫ. Раҫҫей тата ют ҫӗршыв ӑсчахӗсем хальхи вӑхӑтра тӑван чӗлхесемпе литературӑсене вӗрентессине сыхланса хӑварса аталантарасси пирки сӳтсе яврӗҫ.
Конференцие "Алран кайми" авалхи чӑваш халӑх гимнӗпе уҫрӗҫ.
Пӗлтерӗшлӗ мероприятие пуҫтарӑннисене Чӑваш Республикин цифра аталанӑвӗн, информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Михаил Анисимов, вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Алевтина Федорова тата Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Анатолий Ухтияров саламларӗҫ. Вӗсем конференцире ҫӗклекен ыйтусен пӗлтерӗшӗ пысӑккине палӑртрӗҫ.
Тĕп ларура вӗренӳ институчӗн ректорӗн Юрий Исаевӑн докладне итлерӗҫ. Вӑл хăй докладĕнче Раҫҫейри тӗп халӑхсен чӗлхисене вӗренме тата пурнӑҫра усӑ курма вӗренӳ учрежденисенче майсем туса парасси пирки ыйту ҫӗклерӗ.
Малалла конференцире хӑнасем тухса калаҫрӗҫ. Вӗсен хушшинче Мускаври тӑван чӗлхесене вӗрентекенсен Ассоциацийӗн правленийӗн председателӗ Ольга Артеменко, Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи вӗренӳпе историллӗ ҫут ӗҫ Канашӗн наци хутшӑнӑвӗн комиссийӗн пайташӗ Татьяна Агранат, Сургутри педуниверситетӑн наука сотрудникӗ Рафис Шаймарданов тата ыттисем те пулчӗҫ.
Тӗнче шайӗнчи форум малалла секцисене пайланса ӗҫлерӗ.
Секци ӗҫне Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Анатолий Ухтияров та хутшӑнчӗ, тухса калаҫрӗ. Вăл çĕкленĕ ыйту питĕ кăсăклă та усăллă: "Патшалăх ĕçĕнчи тата халăхсен культурине упраса хăварассинчи Раççейри нацисен чĕлхин вырăнĕ тата витĕмĕ".
Ӑслӑлӑхпа практика конференцине Испани, Турци, Казахстан, Украина, Корея, Узбекистан ҫӗршывӗсенчен, Пушкӑрт, Дагестан, Мари Эл, Саха, Тутарстан республикисенчен тата Раҫҫейри 14 хуларан ӑсчахсем хутшӑнчӗҫ.
Мероприятие пӗтӗмлетсе резолюци йышӑнчӗҫ.

ЧНК пресс-служби. 
(Чӑваш Республикинчи вӗренӳ институчӗн сайтӗнчи материалпа усӑ курнӑ).