Аннерен хакли çук

 

Чӳк уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Анне кунне халалласа савăнăҫлă мероприяти иртрĕ. Уява республикăри Хĕрарăмсен союзĕн, Ашшĕсен канашĕн членĕсем, республикăри муниципалитетсенчи пĕрлешӳсем хастарĕсем хутшăнчǎç, пĕр сăмахпа каласан, ача-пăчасене тĕрĕс тĕкел ура ҫине тăратса воспитани парас ĕҫе хутшăннă мĕнпур ҫын чун-чĕре ыйтнипе хаваслă пулăма пуҫтарăнчĕç. Унта Чǎваш наци конгресĕн хастарĕсем те пулчĕç, уяв саманчĕпе киленчĕç.

Амăшĕсене ҫăмăлах мар ĕҫре пысăк тӳпе хывнăшăн мухтаса Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев тав сăмахĕсем каларĕ. «Ҫак чуна хумхантаракан уяв ҫепӗҫлӗхпе тата ӑшӑ туйӑмлӑхпа палӑрса тӑрать. Пиртен кашниех аннен нимрен хаклӑ та ҫутӑ сӑнарне мӗн пӗчӗкрен хӑйӗн чӗринче упрать, вӑл пире яланах ӑнланать, каҫарать, ачашлать, шеллет тата ниме пӑхмасӑр пӗтӗм чунтан юратать», - терĕ.

Уяв концерчĕ пурне те килĕшрĕ. Çак хисепе тивĕçнĕ аннесем тулли кǎмǎлпа, çутǎ та ырǎ малашлǎха шанса килĕсене саланчĕç.

Юлия Мареева, ЧНК «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет председателĕ.

На изображении может находиться: 6 человек, в том числе Олег Цыпленков и Нина Героева, люди улыбаются, люди стоят, свадьба и в помещении