ÇЕÇПĔЛ МИШШИНЕ ХАЛАЛЛАНĂ ЛИТЕРАТУРĂПА МУЗЫКА КАÇĔ ИРТРĔ

 Чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультетĕнче Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă «Халăхăмăр мухтавĕ. Вилĕмсĕр йыхравçă» литературăпа музыка каçĕ иртрĕ.

Уява Чăваш Республикин вĕренÿ ннститучĕн ректорĕ Юрий Исаев, чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ фончĕн ертӳҫи, чӑваш халӑх поэчĕ Валерий Туркай, профессор, литература тĕпчевçи Юрий Артемьев, филологи наукисен кандидачĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александр Мефодьев, Çеçпĕл Мишши музейĕн ертÿçи Антонина Андреева, писатель, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Василий Кервен, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Никифоров килсе çитрĕç.

Хăнасене Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зинаида Козлова ертсе пыракан «Юрай чечекĕ» фольклор ансамблĕ юрă-ташăпа кĕтсе илчĕ, вĕсемех уявра юрă шăрантарчĕç. Чăвашсен кăвар чĕреллĕ поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă литературăпа музыка каçне чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕн 1–4-мĕш курс студенчĕсемпе преподавателĕсем хутшăнчĕç. Литературăпа музыка каçне чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕн ертÿçи Татьяна Денисова доцент уçрĕ, вăлах ăна йĕркелесе пычĕ. Çеçпĕл Мишши пурнăçĕпе пултарулăхне лайăх пĕлме, ун поэзийĕн асамлăхĕпе витĕмлĕхне хаклама пулăшас тĕллевпе пухăннине палăртса каларĕ вăл.

Тухса калаçакансем кĕрешÿçĕ поэт ĕçне-хĕлне хальхи лару-тăрура мĕнлерех ăнланма кирлине, Çеçпĕл поэзийĕ Маяковский лирики евĕрлĕрех пулнине, поэт сăввисемпе хайлавĕсем пирĕн чуна çынлăхпа, этеме хаклама, тăван чĕлхене упрама чĕннипе, таса кăмăл-сипечĕпе çавăрнине палăртрĕç. Чăваш халăх поэчĕсем Юрий Сементер Петр Чичкановăн «Çĕнĕ кун ачи» тата «Сенкер Десна» роман-хроники, Украина çыравçисем Çеçпĕл сăввисене украинла чылай куçарни çинче чарăнса тăни, Валерий Туркай Киевра ÿкернĕ «Çеçпĕл» фильмпа Юрий Збанацкин «Çеçпĕл» хайлавĕ çинчен аса илни те вырăнлă пулчĕ. Калаçăва хутшăнакансем вут чĕреллĕ сăвăç халăхăмăрăн мухтавĕ, чăваш поэзийĕн чапĕ, вилĕмсĕр йыхравçă пулнине тĕрлĕ тĕслĕхпе çирĕплетсе хăварчĕç.

Уява студентсем те хутшăнчĕç. Вĕсем 50 чĕлхене куçарнă «Çĕн Кун аки» сăвва чăвашла, вырăсла, пушкăртла, узбекла, туркменла, акăлчанла çĕкленÿллĕ туйăмпа калани вара пурне те савăнтарчĕ. Чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркай сăвă калакансене кĕнекесем парса тав турĕ. Чăваш Республикин вĕренÿ ннститучĕн ректорĕ Юрий Исаев ăслăлăх конференцинче палăрнă студентсене Хисеп хучĕпе, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Никифоров Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» пултарулăх конкурсне хастар хутшăннă студентсене сертификат парса чысларĕç.

Мухтавлă Çеçпĕл чăваш чĕлхи шăпи çинчен шухăшлакан пысăк чĕреллĕ çын пулнă. Вăл хăйне тăван халăхран уйăрман. «Чăваш чĕлхи ячĕпе пурте пĕр пулар!» тата «Инçе çинçе уйра уяр...» сăвăра: «Кăвар чĕрем – пин çын чĕри. Эп пĕр çын мар – эп хам пин-пин, Эп пин чăваш, эп пин-пин çын! Чĕрем юрри – пин çын юрри», – тесе ахальтен каламан. Çак йĕркесем паян кун та хăйсен тĕп пĕлтерĕшне çухатман. Вĕсем вилĕмсĕр.

 

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи Геронтий Никифоров