Çĕр çине пурнǎç çуратакан вǎйлǎ аннесем

 

Чǎваш наци конгресĕн «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет хастарĕсем Кÿкеçри «Дубрава» кафере «Анне,çук санран хаклǎ çын тĕнчере» ятпа черетлĕ телекǎларǎм ÿкерчĕç.

Чÿк уйǎхĕн 19-мĕшĕнче палǎртнǎ вǎхǎтра хǎтлǎ та çутǎ, илемлĕ кафене Чǎваш енĕн тĕрлĕ районĕсенчен чи маттур та хастар аннесем пуçтарǎнчĕç.

Хĕрарǎм ятне, хисепне, чысне çӳлте тытакан аннемĕрсен йышǎнче Муркаш районĕнчи тĕлĕнмелле хастар та ӳркенмен хĕрарǎм-трактористка Калинина Раиса Ивановна. Сакǎр теççетке патне çывхарса пыракан хастар хĕрарǎм паян та трактор штурвалне алǎран ямасть-ха. Мǎшǎрĕпе икĕ ывǎл çуратса ӳстернĕскер, халĕ шǎпах кĕçĕн ывǎлĕн çемьипе пурǎнать. Улми йывǎççинчен аякка ӳкмест тенĕ, ĕçчен те маттур мǎшǎрсем ӳркенмен ывǎлсем çитĕнтернĕ.

Ĕçне кура хисепĕ те. 43 çула яхǎн тǎван хуçалǎхра трактористра тимленĕ хĕрарǎм Муркаш районĕн хисеплĕ çынни, виççĕмĕш степень Ĕç мухтавĕ орденĕн кавалерĕ, колхозниксен пĕтĕм союзри 4-мĕш съездне те хутшǎннǎ, Социализмла Ĕç Геройĕн Паша Ангелинǎн парнине те тивĕçнĕ.

Раиса Ивановна телекуравçǎсене ача чухнехи ĕмĕчĕ пурнǎçланнине, 8 класс пĕтерсенех Етĕрнери професси паракан училища - тракториста вĕренме кайнине, чи лайǎх вĕренекен пулнине, пĕрремĕш утǎмсем тунине каласа пачĕ. Ывǎнма пĕлмен чǎваш хĕрарǎмĕ вǎйлǎ хул çурǎмлǎ арçынсемпе танах аки-сухине тунǎ, тырри-пулине те вырса тĕшĕленĕ, утти-улǎмне пухса тирпейленĕ … Ачисене чун ǎшшине пама та вǎй-хǎват çитернĕ, кил вучахне те сӳнтермен.

Вǎрнар районĕнчи «Победа» ял хуçалǎх предприяти ертÿçи Алевтина Семенова. 19 çул хуçалǎх тилхепине çирĕп алǎра тытса пырать пуçаруллǎ та

çаврǎнçуллǎ хĕрарǎм-ертӳçĕ. Йывǎрлǎхсене парǎнтарса, утǎм хыççǎн утǎм туса малалла талпǎнать Алевтина Петровна . Ахальтен мар хуçалǎх малаллах аталанать, техника паркĕ те çĕнелет, выльǎх-чĕрлĕхрен те продукци илесси ӳсет. Пултаруллǎ ертӳçе коллектив та шанать .

Унра чǎваш хĕрарǎмĕн хастарлǎхĕ иксĕлми вǎй-хǎватпа тапса тǎни, кирек мĕнле ĕçре те яваплǎха туйни тĕлĕнтерет те савǎнтарать те.

Çапах та, чи малтан вǎл юратнǎ анне тата асанне. Çак тивĕçсене те туллин пурнǎçлать.

Пирĕн передачǎна хутшǎннǎ тепĕр хаклǎ хǎна – Чǎваш Патшалǎх çамрǎксен театрĕн актерĕ, 5 ача амǎшĕ, Шупашкар районĕнчи Абаш ял тǎрǎхĕнче пурǎнакан Алевтина Мефодьевна Семенова. Вĕсем паян мǎшǎрĕпе Николай Анатольевичпа 5 ача ӳстереççĕ, тĕпренчĕкĕсемшĕн чун ǎшшипе юратǎвне хĕрхенмеççĕ. Килĕшӳпе тǎнǎçлǎх хуçалланакан çемьере хĕрарǎм артистка пулни чǎрмав мар, терĕ кил хуçи Николай Семенов кǎмǎллǎн. Палǎртмалла, Семеновсен ачисем те ашшĕпе амǎшĕ пекех телекǎларǎма илемлĕ чǎваш тумĕсемпе хутшǎнни тата таса чǎваш чĕлхипе калаçни пĕлтерĕшлĕ. Килти хуçалǎхри ĕç-пуçа та пурте пĕрле пурнǎçлаççĕ.

Чǎваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, ĕç тǎвакан комитет председателĕ

Анатолий Ильич Ухтияров та хĕрарǎм – аннесене уявпа саламласа, анне сǎмахǎн асамлǎ вǎйĕ тата пĕлтерĕшĕ çинче чарǎнса тǎчĕ.

Шупашкар район администраци пуçлǎхĕ Владимир Павлович Димитриев район аталану шайĕнче пысǎк вǎй пулса тǎнине, нумай ачаллǎ çемьесем чылай пулнине тата демографи лару-тǎрǎвĕ лайǎххине палǎртрĕ. Çĕр çине пурнǎç çуратакан вǎйлǎ аннесене тав турĕ.

Çĕмĕрле районĕнчи Магарин ял тǎрǎхĕн пуçлǎхĕ Людмила Егорова ( 2 ача амǎшĕ), Çĕрпӳ районĕнчи Римма Белова (3 ача амǎшĕ), ылтǎн алǎллǎ хĕрарǎм тата Славаш ялĕнче пурǎнакан Светлана Николаевна Александрова Анжела хĕрĕпе;( 4 ача амǎшĕ) амǎшĕн телейĕпе тата чунри ырǎ туйǎмсемпе паллаштарчĕç.

Анжела «Янратар-ха, уçǎ саслǎн чǎваш халǎх сǎввине» конкурс çĕнтерӳçи. Ǎна июнь уйǎхĕнче ЧНКан «Чǎваш хĕрарǎмĕ»комитетпа Çеçпĕл Мишши музейĕ ирттернĕччĕ. Вǎл Валентина Францева çырнǎ «Тунката» сǎвǎпа паллаштарчĕ.

Хĕрлĕ Чутай салинчи вулавǎшра вǎй хуракан Елена Чубайкинǎна

нумай ача амǎшĕ, наци конгресĕн районти уйрǎмĕн хастарĕ те. Пултаруллǎскер, Нелли Петровская анне çинчен çырнǎ монолога вуласа пани телекǎларǎмǎн тĕп шухǎшне уçǎмлатрĕ.

«Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет хастарĕсем Раиса Сарпи поэт, Нина Дмитриева, Роза Деменцова, Вера Архипова, Зинаида Воронова, Наталия Николаева, Василиса Иванова, Зоя Яковлева та телекǎларǎма хутшǎнса хǎйсен шухǎшĕсене палǎртрĕç.

«Анне,çук санран хаклǎ çын тĕнчере» ятпа ӳкернĕ телекǎларǎма хутшǎннǎ

Алина Савельева юрǎçа, Çĕмĕрле районĕнчи Петропавловскинчи хǎй тĕллĕн вĕреннĕ сǎвǎç-юрçа Елена Николаевǎна, Саланчǎкри халǎх хорне, Шупашкар районĕнчи «Сурпан» ташǎ ансамбльне, ертӳçи Надежда Васильева, Кӳкеçри «Дубрава» кафе ĕçченĕсене тата культура çуртĕнче вǎй хуракансене, «Чǎваш хĕрарǎмĕ комитет пайташне Ирина Удаловǎна, ЮТВ телеканала, ЧНКан пресс-служба ертӳçине Зоя Яковлевǎна тав тǎватǎп.

Хаклǎ аннемĕрсем! Сире чи илемлĕ те чыслă уявсенчен пĕринпе – Аннесен кунĕ ячĕпе саламлатăп. Пурнăçра çирĕп сывлăх, çемьере тăнăçлăх тата телей те юрату сĕнетĕп. Ачǎрсен ǎшшипе ырлǎхне курмалла пултǎр.

ЧНКан «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет председателĕ Юлия Мареева.