ЧНК Чӑваш Енри районӗсен уйрӑмӗсен тата Раҫҫей регионӗсенчи чӑваш наципе культура автономийӗсен ертӳҫисене пӗлсе тӑма!

Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн йышӑнӑвӗпе раштавӑн (декабрӗн) 7-мӗшӗнче Шупашкарти оперӑпа балет театрӗнче "Раҫҫей чӑваш пики-2019" фестиваль-конкурс иртет. Унта вырӑнти "Чӑваш пики" конкурс ҫӗнтерӳҫисене хутшӑнтарассине йӗркелеме ыйтатпӑр.

ЧНК Ӗҫтӑвкомӗ.