Президиум ларăвĕ тухăçлă иртрĕ

 

Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче иртнĕ ларăва конгресс президенчĕ Николай Угаслов ертсе пычĕ. Унта пурĕ тăватă ыйту пăхса тухрĕç. Пĕрремĕшӗ - «Хурланакан амăшĕ» палăка вырнаçтарма палăртнă Севастополь тăрăхĕнчи çĕр пайне историпе культура тишкерĕвĕ тăвас, тирпей-илем кÿртес ĕçсемпе çыхăннă укçа-тенкин смети çинчен.
Ку çивĕч ыйтăва Николай Федорович хăй уçăмлатрĕ. Вăл каланă тăрăх, историпе культура тишкерĕвне туни палăка вырнаçтарса лартмалли чи кирлĕ документ. Ăна тусан вара ĕç хăвăртланнă пулĕччĕ. Президиум пайташĕсем сметăна ырларĕç, ун валли укçа тупассине сÿтсе яврĕç. «Хурланакан амăшĕ» палăка тунă тăкаксене саплаштарма, Крыма илсе çитерсе вырнаçтарса лартма тата тепĕр миллион ытла нухрат кирлĕ. Президиум ларăвĕнче çак укçана пĕтĕм чăвашсен пĕрле кар тăрса пуçтарса çитермелли пирки чĕнсе каларĕç. Уйрăмах Крымра пурăнакан ентешсен ку енĕпе хастартарах пулмаллине палăртрĕç. 
Ларури иккĕмĕш ыйту - Пушкăртстан Республикинче ЧНК полномочиллĕ предствителĕн, ĕç тăвакан комитечĕн председателĕн Ф.В. Кузьминăн 2019 çулхи авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнчи ЧНК президенчĕ ячĕпе çырнă çырăвĕ çинчен пулчĕ. Федор Васильевич çырăвĕнче çитес çулхи Пĕтĕм чăвашсен регионта иртекен Акатуй уявне Пушкăр Республикинчи Авăркас районĕнче ирттерме сĕнет. Президиум пайташĕсем ку сĕнĕве ырларĕç. Анчах та Николай Угаслов йĕркелÿ ĕçĕсене пĕтĕмпех конгресс çине тиемелле маррине, вырăнти чăваш наципе культура автономийĕсен те вăр-вартарах пулмаллине асăрхаттарчĕ. 
Чăваш наци конгресĕн президиумĕн ларăвĕнче юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче ирттернĕ регионсен шайĕнчи «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма!» фестиваль конкурса та пĕтĕмлетрĕç. Анатолий Ильич Ухтияров вице-президент ăмăртăва çÿллĕ шайра йĕркеленине палăртрĕ. Ун сăмахне малалла тăсса «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет председателĕ Юлия Мареева çак яваплă мероприятие аван йӗркелеме майсем туса панăшăн конгресс президентне Николай Угаслова, президиум пайташĕсене Юрий Зорина, Валерий Клементьева, Павел Вязова тата ыттисене пысăк тав сăмахĕ каларĕ. Николай Угаслов «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет ертÿçине, унăн хастарĕсене пысăк ĕç тума пултарнăшăн тав турĕ, килес çул ку пĕлтерĕшлĕ конкурса тата та анлăрах ирттерме, хутшăнакансене хавхалантармалли парнисене тата та сумлăрах хатĕрлемеллине пĕлтерчĕ.
Кăçалхи раштав уйăхĕнче конгресс йăлана кĕнĕ «Раççей чăваш пики» фестивале ирттерме хатĕрленет. Николай Федорович ку уявăн йĕркелÿ ушкăнĕн председателĕ пулма Валерий Клементьев вице-президентах шаннине каларĕ. Валерий Леонидович çак илемлĕ уява йӗркелессипе пысăк опыт пухнă. «Раççей чăваш пики -2019» ӑмӑрту вара конкурс тапхăрĕсемпе ытти ҫулхисенчен кăшт урӑхларах пулĕ. Николай Федорович уява оперăпа балет театрĕнче ирттерсен аван пулнине каларĕ. 
Юпа уйăхне пĕтĕмлетекен президиум ларăвĕнче тĕрлĕ ыйтусем пăхса тухнă май Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литературăпа пултарулăх конкурсне те пĕтĕмлетрĕç. Ку ыйтупа вĕренÿ комитечĕн ертÿçи Геронтий Никифоров сăмах илчĕ. Вăл президиум пайташĕсене конкурс еплерех иртни çинчен каласа пачĕ, пурне те чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче çĕнтерÿçĕсене чыслакан мероприятие йыхравларĕ. 
Николай Угаслов президент пултарулăх конкурсне çуллĕ шайра йĕркелеме пултарнăшăн Геронтий Лукияновича тав турĕ, уйрăмах ытти регионсенчи чăваш ачисене хутшăнтарни паха пулнине палăртрĕ. 
Ларура савăнăçлă самантсем те пулчĕç. ЧНК çуртĕнчи чăваш ÿнерçисен картинисен куравĕ тепĕр ĕçпе пуянланчĕ. Хальхинче Елчĕк районĕнчи Шăхаль ялĕнче хăй тĕллĕн ĕçлесе пурăнакан Валерий Краснов художник хăйĕн «Пăлхар хули» картинине парнелерĕ. Николай Угаслов президент ÿнерçе куншăн тав турĕ, пултарулăхра ăнăçу сунса чăваш культурине аталантарас ĕçре пысăк вăй хунăшăн конгресс Хисеп хучĕпе чысларĕ. 
«Пăлхар хули» картинăра Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа çумĕнчи хулаш сăнланнă. Ку хулаш историйĕ тата пĕлтерĕшĕ çинчен президиум пайташĕсене гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн аслă сотрудникĕ Виталий Иванов кĕскен каласа пачĕ. Николай Федорович Угаслов Чăваш Енри историллĕ палăксене упрамаллине, вĕсене тивĕçлĕ шайра тытса тăмаллине аса илтерчĕ. Унăн шухăшне «Чăваш ялĕ» комитет председателĕ Эдуард Бахмисов та ырларĕ, малалла ку енĕпе ĕçлессине палăртрĕ.

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева, президиум пайташĕ.
(Автор сăнÿкерчĕкĕсем)