• Кăвар чĕреллĕ поэта асăнса митинг ирттерчĕç, регионсен хушшинчи «Çĕнĕ хум» конкурс çĕнтерÿçисене чысларĕç

Кăвар чĕреллĕ поэта асăнса митинг ирттерчĕç, регионсен хушшинчи «Çĕнĕ хум» конкурс çĕнтерÿçисене чысларĕç

 
 
Паян, чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче паллă поэт, обществăпа патшалăх деятелĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа шăп 120 çул çитрĕ. Шупашкарта культурăпа ÿнер ĕçченĕсем, çыравçăсем, общество хастарĕсем, шкул ачисемпе Аслă вĕренÿ заведенийĕсенче вĕренекенсем кăнтăрла иртсен паллă поэта сума сума унăн палăкĕ умне пуçтарăнчĕç. Кунта Çеçпĕл Мишшин ентешĕсем - Канаш районĕсем те чылайăн килнĕ.
Митинга Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров уçса ертсе пычĕ. Чăваш Республикин культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Кирилл Павлов пурне те паллă кунпа саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Сăмаха чăваш халăх çыравçи Анатолий Кипеч тăсрĕ. Вăл кĕскен поэтăн пултарулăхне тишкерсе тухрĕ, унăн пархатарлă ĕçне хакларĕ. Профессиллĕ чăваш çыравçисен пĕрлĕхĕн ертÿçи Лидия Филиппова хăй те Çеçпĕл Мишши ентешĕ пулнă май, унăн тăван халăхшăн тунă пархатарлă ĕçĕсене тепĕр хут аса илчĕ, пурне те хĕрÿ чĕреллĕ поэта сума суса килнĕшĕн тав турĕ.
Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер Çеçпĕл Мишшин хайлавĕсене ытти чĕлхесене куçарас ыйтăва хускатрĕ. Митингра çавăн пекех Çеçпĕл Мишши фончĕн ертÿçи, чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай, Канаш районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Иванова, Канаш Ен ентешлĕх ертÿçи Юрий Тарасов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Виталий Сергеев тата ытти паллă çынсем тухса калаçрĕç.
Митинга вĕçлесе пурте палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç, поэта пуç тайрĕç.
Уяв мероприятийĕ чăваш наци библиотекинче малалла тăсăлчĕ. Кунта Чăваш наци конгресĕ пуçарнипе йĕркеленĕ регионсен хушшинчи «Çĕнĕ хум» конкурса пĕтĕмлетсе çĕнтерÿçĕсене чысларĕç. Каласа хăвармалла, ку конкурса йĕркелеме Чăваш Республикин культурăпа вĕренÿ министерствисем, чăваш наци библиотеки, «Хыпар» хаçат хастар пулăшрĕç. Ăмăрту чăн та анлă та пахалăхлă иртрĕ.
Регионсен шайĕнчи ăмăртăвăн тĕп тĕллевĕ - илемлĕхе туякан пултаруллă шкул ачисемпе çамрăксене тупса палăртасси, вĕсене литература ĕçне анлăрах явăçтарасси. Пултарулăх ăмăртăвне Чăвашпа Тутар Республикисен тата Чĕмпĕрпе Самара облаçĕсен шкулĕсенче 7–11-мĕш класĕсенче вĕренекенĕсем, колледжĕсемпе аслă шкулĕсен студенчĕсем хастар хутшăнчĕç. Вĕсенчен 120 ытла ал çыру хайлавĕ килчĕ. Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер ертсе пынипе жюри çамрăк авторсен сăвви-калавне, очерк-пьесине пăхса тухрĕ, хак пачĕ. Жюри конкурс çĕнтерÿçисене тăватă номинаципе ачасен ÿсĕмĕ тăрăх уйрăм палăртрĕ: «Чи лайăх сăвă», Чи лайăх калав», Чи лайăх очерк», Чи лайăх пьеса».
Ăмăрту йĕркелÿçи, ЧНК вĕренÿ комитечĕн ертÿçи Геронтий Никифоров тăван чĕлхене юратакансене, сăмах ÿнерĕпе кăсăкланакансене, вĕрентекенсене хастар пулнăшăн тав турĕ, çĕнтерÿçĕсене чĕререн саламларĕ, малашне те пултарулăх ăмăртăвĕсенче çитĕнÿсем тума сунчĕ.
Конкурса хутшăннисене пурне те сертификатсем пачĕç, çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе асăнмалăх парнесемпе чысларĕç. Мала тухнисене дипломсем пама конкурс тÿрисем Юрий Сементер, Василий Кервен тата Геронтий Никифоров тивĕç пулчĕç. Вĕсем кашни çĕнтерÿçĕне ырă сăмахсем каларĕç, малалла та хастар пулма сунчĕç.
Уява пултаруллă ачасемпе çамрăксем сăвă-юрăпа илемлетрĕç.
 
Зоя Яковлева, ЧНК пресс - службин ертÿçи.