• Конференци паллă синолог, ăсчах Никита Бичурин Иркутскра ĕçлесе пурăннă тапхăра тата та уçăмлатрĕ

Конференци паллă синолог, ăсчах Никита Бичурин Иркутскра ĕçлесе пурăннă тапхăра тата та уçăмлатрĕ

 

Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен "Юлташ" наципе культура автономийӗ йӗркеленипе облаҫре пӗрремӗш хут "Бичурин вулавӗсем" конференци иртрӗ. 
Унта ЧНК пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева тата культура комитечӗн пайташӗ, Шупашкарти культурăпа ÿнер институчĕн халăх пултарулăх кафедрин пуçлăхĕ Раиса Васильева хутшӑнчӗҫ.
Паллӑ ӑсчах, синолог Никита Бичурин иеромонах пурнӑҫӗ Иркутск хулипе тачă ҫыхӑннӑ пулнӑ. 
Çакна шута илсе автономи çине тăнипе Полевойсен ячĕллĕ библиотекăра паян анлă мероприяти иртрĕ.
Унта Иркутск хулинчи ăсчахсем, вĕрентекенсем, шкул ачисем, культурăра тăрăшакансем, ытти наци автономийĕсен, кунти "Юлташ" чăваш автономийĕн пайташĕсем пуçтарăнчĕç. Томск тăрăхĕнчи Яков Мульдияров ертсе пыракан чăваш наципе культура автономийĕн пайташĕсем те кÿршĕ облаçри йăхташсем патне килсе çитрĕç.
Малтанах Н.Бичурин пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Чăваш Енри Кÿкеç поселокĕнчи "Бичурин тата хальхи самана" музей тата Чăваш наци музейĕн ĕçченĕсем хатĕрлесе панă курава уçрĕç. "Юлташ" чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçи Вероника Тимофеева кăсăклă материалшăн ентешсене пысăк тав сăмахĕ каларĕ.
Раиса Васильева та Чăваш Енрен ÿркенмесĕр илсе килнĕ хăй тата Евгения Жачева, Зинаида Воронова ăсталанă тĕрри-эрешĕсен, капарлăхĕсен куравне йĕркелерĕ, вĕсем çинчен конференцие килнĕ çынсене каласа пачĕ. Чăваш тĕррин историйĕ, унăн вăрттăнлăхĕсем çинчен пурте тĕленсе итлерĕç.
"Бичурин вулавĕсене" чăвашсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Вероника Тимофеева уçса ертсе пычĕ. 
Малтанах вăл Чăваш Енрен çитнĕ делегацине сăмах пачĕ.
Чăваш наци конгресĕн Президенчĕн Николай Угасловăн ăшă саламне пухăннисем патне пресс-служба ертÿçи Зоя Яковлева çитерчĕ, хамăрăн паллă ăçчаха Никита Бичурина манманшăн, чăваш культурине ытти халăх хушшинче тивĕçлĕ шайра кăтартнăшăн Çĕпĕр чăвашĕсене чунтан тав турĕ, чи пултаруллисене ЧНК Хисеп хучĕсемпе чысларĕ. 
Докладсемпе тухса калаçакансем чылайăн пулчĕç.
Чăвашсен авалхи йăхĕсем çинчен хуннсенчен пуçласах Сабит Ахматнуров çыравçă, медицина наукисен тухтăрĕ каласа пачĕ. Чăвашсем пăлхар чĕлхи ушкăнне кĕни çинчен тутарсен ăслăлăх клубĕн ертÿçи Фазиля Тенчикива доклад турĕ. Иркутскри 6-мĕш шкулта вĕренекен Валерия Турчаниновапа Диана Москвитина "Н. Бичурин пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ" докладпа пурне те тыткăнларĕç. 
Никита Бичурин иеромонахăн Иркутскри пурнăçĕ пирки Вознесени мăнастырĕн настоятелĕ Константин атте тĕлĕнмелле пуян та кăсăклă каласа пачĕ. 
Томскран килнĕ Анна Мульдиярова Бичурин вулавĕсене килнисене саламласа Иркутск тăрăхĕнчи ентешсен хастарлăхĕнчен тĕлĕннине пĕлтерчĕ, вĕсенчен вĕренмелли нумаййине каларĕ. 
Кăнтăрла иртсен конференцие хутшăнакансем В.Г. Распутин ячĕллĕ наука библиотекине куçрĕç. Никита Бичуринăн кунти фондра упранакан кĕнекисенчен курав уçрĕç. Вулавăшра ĕçлекенсем чăвашран тухнă ăсчах, синолог, çыравçă эткерлĕхĕ ылтăн фонд шутланнине пĕлтерчĕç, вĕсене питĕ перекетленине каларĕç. 
Иркутскри "Бичурин вулавĕсем" пурин кăмăлне те тултарчĕç, ăсчах ĕçĕ-хĕлне тата чăваш культурине тĕпчес енĕпе тепĕр "картлашка" çÿлелле хăпарнине палăртрĕç.

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.
(автор сăнÿкерчĕкĕсем)