• Николай Угаслов президент Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи "Канаш" хаҫатӑн тата "Еткер" телекӑларӑмӑн 30 ҫулне анлӑ паллӑ тунă уява хутшăнчĕ

Николай Угаслов президент Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи "Канаш" хаҫатӑн тата "Еткер" телекӑларӑмӑн 30 ҫулне анлӑ паллӑ тунă уява хутшăнчĕ

 Уява Чӗмпӗртен тата тӗрлӗ регионсенчен пурӗ 1000 ҫын ытла килсен ҫитрӗ. Хисеплӗ хӑнасен йышӗнче Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов та пулчӗ. "Губернаторский" культура керменне ӗҫтешсене саламлама Чӑваш Енри 'Хыпар", Тутарстанри "Сувар", Пушкӑртри "Урал сасси" хаҫатсен редакторӗсем ҫитнӗ. Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи районӗсенчи чӑваш культура пӗрлӗхӗсен ертӳҫисем, администрацисенче ӗҫлекенсем, тӗн ӗҫченӗсем те юратнӑ редакцисене хисепленине палӑртма килнӗ.
–Ҫак вӑтӑр ҫул хушшинче чӑвашлӑха аталантарма чылай ӗҫ тунӑ. Чи пахи– эпир чӑваш пулнишӗн вӑтанма пӑрахрӑмӑр, – тенӗ уявра Чӗмпӗрти паллӑ усламҫӑ Владимир Фёдоров. Чӑн та, чӑвашсем кунта хисепре. Чӗмпӗр тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Морозов та чӑвашсене сума сунине палӑртса уявсене хаваспах ҫитет. Николай Угаслов президент чӗмпӗрсене чӑвашлӑха хисепленӗшӗн, хастар та пултаруллӑ пулнишӗн мухтарӗ, "Еткер" тата "Канаш" малашне те ҫак пархатарлӑ ӗҫре пысӑк пулӑшу парасса шаннине каларӗ. Вăл "Канаш" хаçат редакцине Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕпе, чи пултаруллисене вара ЧНК Хисеп хучӗпе чысларӗ, юбиляр - редакцисене сумлӑ парнесем парса хисеп турӗ.
 
ЧНК пресс-служби.