Чÿк уйăхĕн тăваттăмĕшĕ – Халăхсен пĕрлĕхĕн Кунĕ!

 

Хисеплĕ ентешсем, тăванăмăрсем!

Сире пурне те Раççей çĕршывĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ уявĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

Çак уяв – наци пĕрлĕхĕн, патшалăх вăй-хăвачĕн, хальхи пурнăçăн тата пуласлăхăн  символĕ.

Чăваш автономине туса хунăранпа 100-çул çитнине уявлама хатĕрленнĕ май паянхи праçник тата та пĕлтерĕшлĕрех, сумлăрах!

Халăхсен пĕрлĕхĕн Кунĕ - Раççей Федерацийĕнче пурăнакан халăхсен туслăхĕн уявĕ. Пĕрлĕхре – пирĕн вăй! Пирĕн хăват – халăхсен ирĕклĕхĕпе пĕр танлăхĕнче! Раççей – пирĕн тăван кил, унти лăпкăлăхпа йĕркелĕхшĕн кашни çын яваплă. Раççей çĕршывĕн, унта пурăнакан тĕрлĕ нациллĕ халăхăн историйĕ пуян та анлă, мухтанмалли те мăнаçланмалли те çав тери нумай.

Патшалăх çитĕнĕвĕнче, аталанăвĕнче ĕçчен те маттур çынсен тÿпи пысăк.

Чăваш халăхне кÿршĕллĕ ытти наци çыннисемпе  килĕштерсе те ăнланса пурăнма авалтанах тÿр килнĕ тата пурнăç хушнă. Çавăнпа та çĕршывăн аталанăвне, çирĕплĕхне  хастар ĕçпе, пултарулăхпа витĕмлĕ тÿпе хывасси кашни чăвашăн тата ытти халăхсен тивĕçĕ!

Уяв ячĕпе саламлатăп сире, тăвансем!

                                                 Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов

                                                                                 Шупашкар хули, чÿк уйăхĕ, 2019 ç

 

.