Халăхсен пĕрлĕхĕн Кунĕ - Раççей Федерацийĕнче пурăнакан халăхсен туслăхĕн уявĕ

 

Çак кун Шупашкарти Туслăх çуртĕнче «Раççейри халăхсен пĕрлехи çемьи» ятпа наци культурисен фестивалĕ иртрĕ. Унта республикăмăрта пурăнакан тĕрлĕ наци çыннисемпе (вĕсен хушшинче ют çĕршыв диаспорисем те) тĕрлĕ тĕне ĕненекенсем пĕрле савăнчĕç.
Чăваш халăхĕ ытти наци çыннисемпе мĕн авалтан килĕштерсе те ăнланса пурăннă. Халĕ те пирĕн республикăмăрта 28 тĕрлĕ халăх ывăл-хĕрĕ хăйсен наципе культура автономийĕсем йĕри-тавра пĕрлешсе пĕр çемьери пек пурăнать.
Чăваш наци конгресĕ ытти халăхсен наципе культура автономийĕсемпе яланах туслă çыхăнура. «Раççейри халăхсен пĕрлехи çемьи» фестиваль конгресс хастарĕсемшĕн те пысăк уяв пулса тăчĕ. ЧНК президенчĕ Николай Угаслов, вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров тата конгресс комитечĕсем Туслăх çуртĕнчи уява хастар хутшăнчĕç. Кунта «Чăваш хĕрарăмĕ» тата культура комитечĕсен вăйĕпе чăваш апат-çимĕçĕн, тĕрри-эрешĕн куравне йĕркелерĕç.
Туслăх çурчĕн лару залĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри наципе культура автономийĕсен тата тĕн конфессийĕсен ертÿçисемпе тĕл пулчĕ. Ку яваплă мероприятие ЧНК президенчĕ Николай Угаслов тата Анатолий Ильич вице-президент та хутшăнчĕç. Тĕл пулура Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесов тата Николай Малов та пулчĕç.
Çавра сĕтеле Чăваш Ен халăхĕсен Ассамблейин Канашĕн председателĕ Лев Кураков йĕркелесе ертсе пычĕ. Вăл республика Пуçлăхне халăхсен туслăхне çирĕплетес енĕпе пысăк вăй хунăшăн тата виçĕ çул каялла Туслăх çуртне уçнăшăн тав турĕ.
Хăй енчен Михаил Васильевич наципе культура автономийĕсен ертÿçисене Чăваш енĕн чăн-чăн патриочĕсем пулнишĕн, хăй халăхĕн культурине, халăхсен туслăхне аталантарас енĕпе яваплăн тăрăшнишĕн мухтарĕ, республика ертÿлĕхĕ нацисен культурине, чĕлхине упраса аталантарас енĕпе малалла та майсем туса парасса шантарчĕ. Тĕл пулăва килнисене кĕскен республика аталанăвĕ, малашнехи тĕллевсем çинчен уçăмлатса пачĕ.
Михаил Игнатьев 2020 çулта «Ял ипотеки» программа ĕçлеме пуçласса пĕлтерчĕ. Ялта пурăнакансен Россельхозбанкпа Сбербанкран 3% кредит илсе çурт тума май пулĕ. Çавăн пекех Чăваш Ен культура аталанăвĕ те çирĕп утăмсем тунине пĕлтерчĕ республика ертÿçи. Ялсенче культура çурчĕсем, вулавăшсем, музыка шкулĕсем çĕнĕрен хăпартни, е киввисене тĕплĕн юсани, вĕсене хăватлă аппаратурăпа тивĕçтерни тата ытти çинчен те каларĕ.
Чăваш Автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа ытти регионсенче чăваш культурин кунĕсене уявлани пирки те чарăнса тăчĕ республика ертÿçи, çак мероприятисене наципе культура автономийĕсене те хутшăнма чĕнсе каларĕ.
Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев Республика Пуçлăхĕн сăмахĕсене çирĕплетсе Крым Республикисенче чăваш культурин кунĕсем çÿллĕ шайра иртни пирки каласа пачĕ. Çакнашкал мероприятисем çитес вăхăтра Тутарстан, Пушкăрт, Самар тăрăхĕсенче тата ытти нумай çĕрте, çав шутра Мускав, Питĕр, Чĕмпĕр, Беларуç çĕршывĕнче те иртессе асăнчĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕпе иртнĕ тĕл пулура Раççей Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Маловпа Леонид Черкесов мĕн пур наципе культура автономийĕсене Халăхсен Пĕрлĕх Кунĕпе саламларĕç, яланах çапла хастар ĕçлеме сунчĕç. «Эсир çак ĕçе укçасăр тăватпăр тесе ан шутлăр, ку ĕçĕн çимĕçĕ темиçе хут хаклăрах, ăна укçапа та, нимпе те виçеймĕн. Эсир çĕршыври, республикăри тăнăçлăха упраса, халăхсен культурине аталантарса, туслăн ĕçлесе экономикăна хăватлă аталанма май паратăр»,- терĕ Николай Малов.
Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов та хăй сăмахĕнче пурне те уявпа саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕ. «Пирĕн чи пысăк пуянлăх - халăх. Тăнăçлăха упраканни вара –халăхсен хушшинчи туслăх. Эпĕ республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева, Чăваш Ен халăхĕсен Ассамблейин председательне Лев Куракова халăхсен хушшинчи тăнăçлăха упрассине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тăватăп. Пĕр вунă çул каялла çакăн пек Туслăх çурчĕ пулассине шутлама та пултарайман, халĕ вара Чăваш Ен халăхĕсене пĕрле пуçтарăнса хăйсен культурине, йăли-йĕркине аталантарма хăтлă вырăн пур»,- терĕ Николай Угаслов.
Михаил Игнатьевпа иртнĕ тĕл пулура наципе культура автономийĕсен ертÿçисем чылай ырă сĕнÿсем пачĕç. Сăмахран, Тутар халăхĕн автономийĕн ертÿçи Ферид Гиббатдинов Шупашкарти пĕр урама Габдулла Тукай, Хусанти пĕр урама  - Константин Иванов ятне пама сĕнчĕ. Михаил Васильевич паха сĕнÿсене шута илсе малалла ĕçлессине пĕлтерчĕ.
Туслăх çуртĕнче тĕрлĕ наципе культура автономийĕсем хăйсен культурипе çыхăннă куравсем йĕркелерĕç, пултарулăх ушкăнĕсем савăнăçлă концерт программипе халăха килентерчĕç.
ЧНК президенчĕ Николай Угаслов Шупашкарта иртнĕ Халăхсен пĕрлĕхĕн Кунне халалланă концерт – митинга та хутшăнчĕ.

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи.