"70 те 7 сиплĕ курăк» фестиваль – конкурс иртрĕ



Шупашкар районĕнче «Сывă наци» проектпа килĕшÿллĕн пĕрремĕш хут «70 те 7 сиплĕ курăк» фестиваль – конкурс иртрĕ. Йĕркелÿçисем Чăваш республикин Шупашкар районĕнчи «Чăваш енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ», Чăваш наци конгресĕн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕ, культура тата вĕрентÿ пайĕсем, «Тăван Ен» хаçат.

Мероприятин тĕп тĕллевĕ - чăваш халăх йăли- йĕркисене сыхласа хăварасси, халăх хушшинче сиплĕ курăксемпе пĕлсе усă курассине сарасси, пĕр – пĕрин пĕлÿлĕхне ÿстересси.

Салам сăмахĕсене Чăваш Патшалăх Канашĕн председателĕ А.Е. Егорова, Шупашкар район администрацийĕн ертÿçи В.П. Дмитриев, Чăваш Республикинчи «Чăваш енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ» обществăлла организаци ертÿçин çумĕ Н.М. Глотова, Чăваш наци конгресĕн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Р.В. Данилов тухса каларĕç. Ростислав Васильевич тин çеç иртсе кайнă ялти хĕрамсен уявĕпе саламларĕ, ырă тĕслĕхлĕ фестивалĕн малашлăхĕ пуррине палăртрĕ.

Районти 17 ял тарăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн ушкăнĕсем тĕрлĕ конкурссенче ăмăртрĕç. Tÿресем «Чи лайăх курав йĕркелесси», «Чи лайăх тĕпчев ĕçĕ», «77 сиплĕ курăк пуçтарасси», «Сиплев пĕлтерĕшне лайăх уçса парасси», «Чи лайăх пултаруллăх номерĕ» номинацисенче хакларĕç . Асăннă фестивальте Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕн пайташĕ Ирина Удалова тÿресен йышĕнче пулчĕ .

Пуçтарăннисем сиплĕ курăксен фестивальне ирттерес йăлана ытти районсенче сармаллине палăртĕç .