АМĂШĔ ПЕХИЛЛЕНИНЕ ШКУЛПА ÇЫХĂНТАРНĂ

 

Кăçал юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Шупашкар хулин А.Г. Николаев космонавт летчик ячĕллĕ 10-мĕш шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçин çумĕ Юлия Елисеевна Анисимова 55 çул тултарать.

Юльăн ачалăхĕ Чăваш Республикин Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш ялĕнче иртнĕ. Тăван яла ăшă-ăшă туйăмпа аса илет. Мĕнле аса илмĕ-ха ăна? Кунта çуралнă, ашшĕ-амăшĕ юратăвĕнче ÿснĕ, мамакăшĕ ярса панă юмахсене итлесе тăван чĕлхене ăша хывнă.

Пĕр урамри ачасемпе шкулалла выляма пуçласан Юльăн вĕрентекен пулас ĕмĕт çуралнă. Çав пархатарлă туйăм çитĕннĕçемĕн ÿссе пынă. Амăшĕ, Галина Павловна, чĕлхе туйăмлă хĕрне: «Йывăр пурнăçа пула эпĕ аслă шкулта вĕренеймерĕм, эсĕ те пулин аслă пĕлÿ ил, вĕрентекен пул», – тенĕ. Тăван сăмаха юратас, ăна ачасене чĕререн парăнса вĕрентес туртăм амăшĕ витĕмĕпе Юльăн пурнăç тĕллевĕ пулса тăнă. Çавăнпа шкулта тăрăшса вĕреннĕ. Ăна уйрăмах чăваш чĕлхипе литератури урокĕсем килĕшнĕ, сочиненисене лайăх çырнă. Кĕнеке вулама юратнă. Килте «Ялав» журнал, «Пионер сасси» (халь –«Тантăш») хаçат çырăнса тăнă. Вĕсем килессе чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Кĕнекене, хаçат-журнала юлашки страници таранах тĕплĕ вуласа тишкерме килĕштернĕ. Çавăнпах та, тен, çамрăк Юля чăваш çыравçисен çĕнĕ ĕçĕсене пĕлсе пынă.

Тăван амăшĕ ырă сунса пехилленине асра тытса Юля Хучаш шкулне пĕтерсен И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факултечĕн чăваш уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Студент пурнăçĕ тухăçлă иртнĕ. Паян Юлия Елисеевна пĕрле вĕреннĕ юлташĕсене, тăван чĕлхепе сăмахлăха вĕрентнĕ преподавательсемпе профессорсене: И.И. Одюкова, Н.С. Дедушкина, И.А. Андреева, Г.Я. Хлебникова, Н.П. Петрова, Е.С. Сидоровăна, Е.Ф. Васильевăна, В.И. Сергеева, В.П. Станьяла, В.С. Эзенкина, В.Г. Родионова, Ю.М. Виноградова, А.П. Хусанкая ырăпа аса илет. Диплом ĕçĕн ертÿçи Виталий Родионов профессор пулнипе уйрăмах мăнаçланать.

1987 çулта алла диплом илсен çамрăк педагог Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар шкулĕнче ĕçе кÿлĕннĕ, ачасене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. Каярахпа, çемьеленсе Шупашкара куçса килсен, 10-мĕш шкула вырнаçнă. Кунта вăл чылай хушă директор çумĕнче вăй хунă, çав хушăрах чăваш чĕлхи те вĕрентнĕ. Кĕске тапхăртах ачасен юратнă вĕрентекенĕ пулса тăнă. Халĕ ку шкултах ачасене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентет.

Юлия Елисеевна пурнăçпа тан утать. Мĕнпур ĕçе пĕлсе тăвать. Вĕрентÿре мĕн кирлине, çĕннине урокра тата класс тулашĕнчи ĕçсенче пама ĕлкĕрет. Шкулта тăван чĕлхене вĕрентнисĕр пуçне ачасене ăс-хакăлпа пултарулăх тата тĕпчев ĕçĕсене явăçтарать. Вăтăр çул ытла ырми-канми вăй хурса район, республика шайĕнче иртекен конкурссемпе олимпиадăсене, конференцисене миçе вĕренекене çĕнтерĕве хатĕрлесе çитермен-ши вăл? Вĕсенчен чи курăмлисенчен пĕри вăл – 2018 çулта Хусан хулинче иртнĕ Раççей Федерацийĕнчи халăхсен чĕлхипе калаçакан шкул ачисен вулав тата ăслăлăхпа

практика конференцинче 9 класра вĕренекен Юля Арбекова чăваш филологи секцинче «Юман – аттем! Эп санăн йĕкелÿ... » темăпа тухса калаçса çĕнтерÿçĕ пулни. Тепри вара пирĕн республикăра кăçалхи «EXCELSIOR – 2019» вĕренекенсен пултарулăх фестивалĕнче 8 класра вĕренекен Алина Иванова «Кăтра е пĕтре?» тĕпчев ĕçне хÿтĕлесе 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çак паха çĕнтерÿсем вĕрентекен ертсе пынипе шкул ачисем тĕпчев-шырав ĕçне пĕлсе тума пултарнинчен чылай килнĕ ĕнтĕ.

Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. Ачасене тарăн пĕлу парас, вĕсен ăс-хакăлĕпе тавра курăмне ÿстерес тĕлĕшпе пуçаруллă ĕçленĕшĕн, вĕрентÿри тата воспитани ĕçĕсенчи пысăк çитĕнÿсемшĕн Юлия Елисеевна 2006 çулта «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ тата 2015 çулта Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ пулса тăнă.

Юлия Анисимова общество ĕçне те хастар хутшăнать. Вăл – Чăваш наци конгресĕн президиумĕн пайташĕ тата вĕренÿ комитечĕн ертÿçин çумĕ. Конгресс ирттерекен мĕнпур ĕçе хастар хутшăнать. Хальхи вăхăтра юлташăмăра чăваш чĕлхипе культурине шкулта вĕрентес тата вĕсене çамрăксен хушшинче сарас ыйту ытларах хумхантарать.

Пултаруллă педагогăн тăрăшулăхĕ вĕренÿ комитетĕнче вăй хунинче аван палăрать. Вăл тĕрлĕ семинарпа канашлăва йĕркелессинче, конкурссемпе викторинăсем ирттерессинче пысăк пулăшу парать. Çулсерен шкула педагогика практикине ăс пухма килнĕ студентсене меслетлĕх пулăшăвĕ парасси унăн яланхи тивĕçĕ. Ку ĕçе те вăл юратса, чунне парса тăвать. Юлия Елисеевна чăваш чĕлхипе ăслăлăх конференцисене тăтăш хутшăнать, тухса калаçать. Тăван чĕлхепе культурăна упраса хăварассишĕн, аталантарассишĕн, республика тулашĕнчи йăхташăмăрсемпе тачă çыхăну йĕркелессишĕн нумай тăрăшать. Май килнĕ таран вĕсем патне çитсе килет.

Учитель ĕçĕ яваплă шутланать. Ачасене пĕлÿ пани, пурнăç çулĕ çине тĕрĕс тухма пулăшни – пысăк чыс. Чăн-чăн вĕрентекен пулма çăмăл мар, мĕншĕн тесен пĕлÿ парасси, вĕрентесси – пысăк тивĕç. Çак тивĕçе тулли пурнăçласа, чунĕпе çунатланса шкулта вăй хурать пысăк чĕреллĕ Юлия Елисеевна.

Ĕмĕтлĕ çын çунатлă теççĕ. Мал ĕмĕтпе çĕнĕлĕх шыраса ĕçлет пултаруллă вĕрентекен. Мĕн çĕнни тупнине, мĕн алла илнине çамрăк ăрăва пама васкать. Эпĕ вара малашлăха ăнтăлса ĕçлекен Юлия Елисеевнăна 55 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатăп, çемьере килĕшÿ, вĕрентÿре çитĕнÿ, конгресс ĕçĕнче вăй хума чăтăмлăхпа ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунатăп.

... Çакăн пек пуçаруллă та тĕллевлĕ ĕçлекен, пурнăçпа тан утакан вĕрентекен вăл. Шкулта та, халăхра та хисепре, ырă ятлă.

 

Геронтий НИКИФОРОВ,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ,

конгресăн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи.