Анатри чăвашсен йăли-йĕркипе …

 

Чăваш наци конгресĕн культура комитечӗ пуҫарса янӑ «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» уҫӑ вулавсем (авторӗ Вера Архипова) кӑҫал  анлăн Чăваш Ен районĕсенче малалла тӑсӑлать.

Проектӑн тӗллевӗ - Чăваш Енре пурӑнакан тата ун тулашĕнче тĕпленнĕ ентешсем патне çитсе вырӑнти йăла-йĕркене тĕпчесси, чӑваш халӑх йӑли-йӗркине упраса хӑварасси тата ҫак ӗҫе ҫитӗнекен ӑрӑва явӑҫтарасси.

Çак проектпа килĕшÿллĕн культура комитечĕ тӑван республикӑри тĕрлĕ районсене тата Раҫҫей Федерацийӗн регионӗсенчи йăхташсем пурăнакан  вырăнсене çитсе килме палӑртнă.

Кăçалхи çулçӳреве нарăс уйăхĕнче  Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕнче пуҫларӑмӑр. Унтан Хĕрлĕ Чутай салинче вирьял енчи йăла-йĕркене кăтартса, тишкерсе тухрăмăр. Унта çитĕнекен ăру та хастар хутшăнчĕ.

Халĕ вара анатри чăвашсен йăли-йĕркипе паллашма вăхăт. Ку енĕпе ЧНК Каçал тăрăхĕнчи уйрăмĕ  пултаруллă ĕçлет. Унăн ертÿçи, "Каçал" халăх фольклор ансамблĕн ертÿçи Владимир Павлович Павлов анлă мероприятине Асанкассинче ирттерме йыхравлать. 
Кунта ЧНК культура комитечĕн пайташĕсем- ал-ĕç ăстисем, хореографсем, юрăçсем çитĕç, ăсталăх урокĕсем ирттерĕç, куравсем йĕркелĕҫ.

Анатри чăвашсен йăли-йĕркипе паллаштаракан уçă вулавсене культура комитечĕ пурне те пĕрлештерекен вăйă картипе пĕтересшĕн.
Мероприяти юпа(октябрь) уйăхĕн 5-мĕшĕнче, 10 сехетре пуçланмалла.

ЧНК пресс-служби.
(архиври сăнÿкерчĕксем)