Асăну митингĕ иртрĕ

 Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕ - чăваш халăхне çутта кăларакан Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев çут тĕнчерен уйрăлнă кун. Кăçал унтанпа 89 çул çитрĕ ĕнтĕ. Ăна асăнма Шупашкарти И.Яковлев скверне учительсем, студентсемпе шкул ачисем, писательсемпе поэтсем, пултарулăх çыннисем пуçтарăнчĕç.

Мероприятие Чăваш Республикин культура, национальнăçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, Чăваш наци конгресĕ тата Шупашкарпа Чăваш епархийĕ йеркелерĕç. Асăну митингне ЧНК вĕренÿ комитечĕн председателĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Никифоров ертсе пычĕ. Вăл мероприятие уçма Культура министрне Константин Яковлева сăмах пачĕ. «Чăваш Республикинче Иван Яковлевич халалланă сăмахсем пурнăçланса пыраççĕ. Тинтерех çеç эпир пысăк йышпа Крым Республикинче хамăр чĕлхене, культурăна тивĕçлĕ шайра кăтартса хавхаланса килтĕмĕр. Аслă Вĕрентекен пилленĕ сăмахсене пирĕн хамăр ырă ĕçпе, хастар вĕренÿпе çирĕплетмелле»,- терĕ Константин Геннадиевич.

Иван Яковлевăн пурнăçĕнчи чи кăсăклă, пурте пĕлсех кайман самантсене Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров аса илтерчĕ. -1868 çулта, çирĕм çулта чухнех Иван Яковлев Чĕмпĕрте хăй шкулне уçнă. -1870-75 çулсенче вăл Хусанти император университетенче вĕреннĕ. -1871 çулта юлташĕсем пулăшнипе чăваш алфавитне тата букварьне çырса хатĕрленĕ. -Çичĕ çул çурă Иван Яковлев Хусан вĕренÿ округне кĕрекен 6 кĕперне инпекторĕн ĕçне вӑхӑтлӑх пурнăçлать. Ун хыççăн 35 çул çак кĕпернернесенчи шкулсен инспекторĕнче тăрăшать. Çакăншăн ăна "Действительный статский советник" чин парса хисеплеççĕ. - Хăй ĕçленĕ вăхăтра шкулсенче тăватă çул вĕренмелли йĕркене пурнăçа кĕртет, пĕрремĕшпе иккĕмĕш классенче ачасене тăван чĕлхепе вĕрентмеллине çирĕплетет. -Аслă Вĕрентекен 1918 çулта РСФСР Конституцине чăвашла куçарать.

Иван Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне чăваш халăх писателĕ Анатолий Кипеч те çутатса пачĕ. Уйрăмах вăл унăн халăха çутта кăларас ĕçри çитĕнĕвĕсене палăртса хăварчĕ. Атăл тăрăхĕнчи чăваш ялĕсенче 1000 ытла шкул уçнине асăнчĕ.

Асăну митингне хупнă май шкул ачисемпе пĕрле пурте Иван Яковлевич вышкайсăр ĕçне хисеплесе палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева. (Сăнÿкерчĕксем Алина Савельеван)