Атнер Петровича çуралнă кунпа саламлатпăр!

Хисеплĕрен те хисеплĕ çыннăмăр, Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш президенчĕ, паллă ăсчах-лингвист, общество деятелĕ, филологи наукисен кандидачĕ Атнер Петрович Хусанкай юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче çуралнă кунне паллă турĕ.
Мухтавлă чăваш ывăлне паллă кунпа саламласа ЧНК президенчĕ Николай Угаслов, президиум пайташĕсем, пĕтĕм конгресс хастарĕсем çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу, анлă пултаруллăх сунаççĕ.