Чӑваш наци конгресӗн "Чӑваш хӗрарӑмӗ" комитечӗ черетлӗ лару ирттерчӗ

 

Унта юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йӗркеленӗ регионсен шайӗнчи "Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма" конкурс-фестивале пӗтӗмлетрӗҫ.
Комитет пайташӗсем ҫитменлӗхсемпе ҫитӗнӳсене пӑхса тухса сӳтсе яврӗҫ. Кашни пайташ хӑйӗн шухӑшне каларӗ, хӑйне явапланӑ ӗҫе мӗнлерех тунине пӗтӗмлетрӗ.
"Фестиваль тӗпрен илсен ҫӳллӗ шайра иртсе кайрӗ. Ҫакӑншӑн пурне те пысӑк тав", -терӗ комитет председателӗ Юлия Мареева.
Ларура чӳк уйӑхӗнче "Лар, аннеҫӗм юнашар" телекӑларӑм ярӑмӗн черетлӗ передачине ҫырассине тата унӑн темине палӑртрӗҫ.