Чăваш наци музейĕнче «Эреш» фестиваль уçăлчĕ

 

Мероприятие Мускаври «Тăван çĕршыв. Эткерлĕх» фондпа пĕрле Чăваш наци музейĕ ирттерет. 
Пулăшакансен шутне Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культура министерствисем тата Чăваш наци конгресĕ те кĕрет. 
«Эреш» фестиваль тĕп тĕллевĕ – халăх ăсталăхне тĕрлĕ енлĕ аталантарасси, ăна сарасси. 
Паян, юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш наци музейĕнче ку анлă проект саванăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Çав вăхăтрах музейра профессиллĕ пĕрремĕш тĕрĕçĕн Екатерина Ефремован 105 çулне асăнса курав та ĕçлеме пуçларĕ. 
«Эреш» фестивале Чăваш Республикинчи районсенчен, Чĕмпĕр тăрăхĕнчен ăстасемпе фольклор ушкăнĕсем çитрĕç. 
Музей директорĕ Ирина Меньшикова фестиваль тĕллевĕпе тата унăн программипе паллаштарчĕ, пурне те уява хастар хутшăнма чĕнсе каларĕ. 
"Эреш" уява пуçтарăннисене Чăваш Республикин культура министерствин пай пуçлăхĕ Инна Ильина саламларĕ. «Çак фестваль уçăлни - пирĕн республикăшăн паллă пулăм. Чăваш халăхĕ мĕн ĕлĕкрен тĕрлес тата ытти ăсталăхпа уйрăлса тăнă. Кĕçех Чăваш Енре Тĕрĕ Кунне паллă тума пуçласшăн. Пурне те «Эреш» фестиваль уçăлнă ятпа саламлатăп»,- терĕ вăл. 
Мускавран ятарласа килнĕ «Тăван çĕршыв. Эткерлĕх» фонд президенчĕ Владимир Пирожок фестивале пуçтарăннисене уяв ячĕпе саламларĕ, чăваш халăхĕн ĕçченлĕхĕпе ăсталăхне пысăка хурса хакларĕ. Çак проекта пуçарнăшăн культура министрне Константин Яковлева тав сăмахĕ каларĕ. 
Чăваш наци конгресĕн президенчĕн Николай Угасловăн саламне «Эреш» фестиваль хăнисем патне ЧНК ĕç тăвакан комитет ертÿçи Анатолий Ухтияров вице-президент çитерчĕ. 
«Ахальтен мар чăваш тĕррине Элли Юрьев Чăваш Ен геральдикинче усă курнă. Тĕрлесси малтан арçын ĕçĕ пулнине пĕлетĕр-и эсир? Пирĕн асаннесемпе аннесем еплерех тĕрленине астăватăр-и тата? 
Николай Угаслов президент ячĕпе пурне те «Эреш» фестиваль уçăлнă ятпа саламлатăп», - терĕ Анатолий Ильич. 
Уявра малалла Николай Фомиряков тавра пĕлÿçĕ авалхи кĕвĕ хатĕрĕсемпе паллаштарчĕ, вĕсен эрешĕсем çинчен каласа пачĕ, инструментсенчен асамлă кĕвĕсем кăларса халăха савăнтарчĕ. 
Фестивале хаваслă кăмăл кĕртекенсем паллах Каçалтан килнĕ Владимир Павлов ертсе пыракан халăх фольклор ушкăнĕ тата Чĕмпĕр тăрăхĕнчен çитнĕ Валентина Тарават ертсе пыракан «Шанчăк» фольклор ушкăнĕсем пулчĕç. 
"Эреш" фестиваль малалла чăваш тĕррин музейĕнче тата музей ытти павильонĕсенче тăсăлчĕ.

ЧНК пресс-служби.