Ентешĕсем Валерий Яковлевпа мухтанаççĕ


Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров, патшалăх тата общество деятелĕ Герольд Алексеев тата конгресăн «Чăваш ялĕ» комитечĕн председателĕ Эдуард Бахмисов мухтавлă ентешĕн Валерий Яковлевăн пултаруллăхне тишкерчĕç. Вĕсем унăн юбилей каçне ентешĕсем енчен мĕнлерех чыс тăвассине сутсе яврĕç. 
Шăмăршă районĕнчи Виçпÿрт - Шăмăршăра çуралса ÿснисен хăйсен ентешĕпе мухтанмалăх пур. 
СССР халăх артистне, паллă режиссера Валерий Николаевич Яковлева çавра çулпа юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче вăл чунне парса çур ĕмĕр ытла тăрăшакан театрта чыслĕç. 
Паллах, ăна çак паллă кунпа Виçпÿрт-Шăмăршă ялĕн сĕткенĕпе ÿснисем те саламлĕç, чыс тăвĕç, унпа мухтаннине пĕлтерĕç. 

ЧНК пресс-служби.