Каҫалсем чӑннипех те аваллӑха упраса, малашлӑха ӗненсе пурӑнаҫҫӗ

 

Чăваш наци конгресĕн культура комитечӗ пуҫарса янӑ «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» уҫӑ вулавсем (авторӗ Вера Архипова) юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Каҫал тӑрӑхӗнчи Асанкассинче иртрӗҫ.
Проектӑн тӗллевӗ - Чăваш Енре пурӑнакан тата ун тулашĕнче тĕпленнĕ ентешсем патне çитсе вырӑнти йăла-йĕркене тĕпчесси, чӑваш халӑх йӑли-йӗркине упраса хӑварасси тата ҫак ӗҫе ҫитӗнекен ӑрӑва явӑҫтарасси.
Каçалсем Шупашкартан килнӗ конгресс хастарӗсене ӑшпиллӗн кӗтсе илчӗҫ.
Ку районти ЧНК уйрӑмӗн ертӳҫи Владимир Павлович Павлов пӗтӗм района ура ҫине тӑратнӑ темелле. Асанкассинче иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче лартнӑ ҫирӗп ҫурт шыраса тупнӑ, унта анатри чӑвашсен Улах, Туй, Ҫӗн хӑта йӑли-йӗркипе паллаштарма тӗрлӗ енлӗ хатӗрленнӗ.
Тӗрӗссипе, каҫалсем ку йӑласене кӑна мар, пурӗ 15 тӗрлӗ анатри чӑваш йӑлисене кӑтартма хатӗр. Анчах та вӑхӑчӗ тӑсӑлса каясран виҫҫӗшне кӑна суйланӑ.
Уява ҫумӑра пӑхмасӑр, Асанкасси ял урамӗнче пуҫларӗҫ.
Район администрацийӗн культура, архив секторӗн пуҫлӑхӗ Екатерина Конторская, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Карпов, ЧНК вице-президенчӗ Анатолий Ухтияров, культура комитечӗн председателӗ Вера Архипова мероприятие уҫса пурне те тӑван культурӑна, йӑла-йӗркене сума сунӑшӑн тав турӗҫ, чи хастаррисене Тав хучӗсемпе чысларӗҫ.
Уяв иртекен картиш ӗлӗкхи кил хушшинче усӑ куракан япаласемпе пуянланнӑ. Кунтах Зинаида Воронова, Роза Степанова ЧНК ал-ӗҫ ӑстисен ӗҫӗсен куравне те йӗркелерӗҫ.
Каҫалсем ҫурт ӑш-чиккине те ӗлӗкхилле тирпейленӗ.
Кунта вара улах ларнине, туй, ҫӗнӗ хӑта йӑлисене чӑннӑн кӑтартса пачӗҫ.
Туя тата Ҫӗнӗ хӑтана урампа виҫ лаша кӳльсе, юрласа ҫитсен пирӗн йӑласем еплерех илемлине курса килентӗмӗр. Анатрисен йӑлисене видеокамера ҫине те ӳкерсе те илтӗмӗр.
Телепередачӑна ҫитес вӑхӑтра эфирта тата интернетра курма пулӗ.
Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсем каҫалсем ӗлӗкхи чӑваш йӑлисене манманнине курса тӗлӗнсе, чунпа пуянланса килчӗҫ.

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертӳҫи.