Ленинград тăрăхĕнчи Муринăри тĕп тăкăрлăка пирĕн ентеш ятне пачĕç

 

Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Мурино хулинче савăнăçлă уяв иртрĕ.
Хулари тĕп тăкăрлăка паллă ăсчах, синолог, чăвашра çуралса ÿснĕ Никита Яковлевич Бичурин ятне пачĕç. Ку ахалтен мар, пурнăçĕн юлашки çулĕсенче ученой ку тăрăхра пурăнса Китайран илсе килнĕ ал çырăвĕсене куçарнă.
Муринăри тăкăрлăка Н.Бичурин ятне парас шухăша Ленинград тăрăхĕнчи «Чăваш культура обществи» регионти обществăлла организаци çĕкленĕ. Вĕсен шухăшне Муринăри депутатсем ырласа йышăннă.
Тăкăрлăка çĕнĕ ят парас паллă куна Ленинград тăрăхĕнчи чăвашсем тĕплĕн хатĕрленнĕ. Мурино хулин администрацийĕн лару залĕнче Никита Бичурин пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен курав уçрĕç. Курав экспоначĕсемпе хăнасене чăваш обществин Ваттисен Канашĕн председателĕ Виталий Золотов паллаштарчĕ.
Мероприятие савăнăçлă лару-тăрура Ленинград тăрăхĕнчи чăваш обществин ертÿçи, ЧНК Ленинград тăрăхĕпе Питĕр хулинчи элчи Валериан Гаврилов, Мурино хулин пуçлăхĕ Дмитрий Кузьмин, администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Галина Левина уçрĕç.
Мурино хулинче пурăнакансене тата килнĕ хăнасене çак паллă кунпа истори науксен докторĕ, Кунсткамера музейĕн наука аслă сотрудникĕ, пирĕн ентеш Антон Салмин, Ленинград облаçĕн Туслăх çурчĕн ертÿçин çумĕ Сергей Новожилов саламларĕç.
Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн председателĕн çумĕ Наталия Васильева конгресăн президенчĕн Николай Угасловăн пысăк саламне çитерчĕ. Унсăр пуçне Антон Кириллович Салмина чăваш халăхĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата 70 çулхи юбилейпа ЧНК Хисеп хучĕпе чысларĕ.
Уява Шупашкар район пуçлăхĕ Николай Хорасев та хутшăнчĕ. Вăл вĕсен районне кĕрекен Типнер ялĕнче çуралнă Никита Бичурин ырă ятне ĕмĕрсен ĕмĕрне упрамалăх хăварнăшăн чунтан тав турĕ, мухтавлă енешĕпе мухтаннине пĕлтерчĕ.
Каярах кунта савăнăçлă концерт иртрĕ. Унта Муринори ветерансен хорĕ, «Юрату» чăваш фольклор ушкăнĕ, тата Никита Бичурин çинчен фильм ÿкерекен Юрий Юман (Сергеев) баян каласа куракансене тыткăна илчĕç.
Мероприяти питĕ ăшă та кăмăллă иртрĕ.