• Паян, юпа уйăхĕн 24-мĕшĕ - Чăваш Республикин патшалăх суверенитечĕ çинчен деклараци йышăннă кун

Паян, юпа уйăхĕн 24-мĕшĕ - Чăваш Республикин патшалăх суверенитечĕ çинчен деклараци йышăннă кун

 

Ку саккуна 1990 çулта Чăваш Республикин Аслă Канашĕ йышăннă. Çак ĕçре ЧНК пĕрремĕш президенчĕн Атнер Хусанкайăн витĕмĕ пысăк. Вăл ун чухне ЧР Аслă Канашĕн депутачĕ, Культура, чĕлхе, вĕрентÿ тата нацисен хушшинчи çыхăнусем енĕпе ĕçлекен яланхи комисси председателĕ пулнă.
«ЧР патшалăх суверенитечĕ çинчен деклараци» саккунра «Чĕлхесем çинчен» пункт пирки уйрăм сасăланă. Унта республикăра икĕ чĕлхене - чăваш тата вырăс чĕлхине патшалăх чĕлхи тесе йышăннă. Çавăн пекех Чăваш патшалăх символĕсене – герба, ялава тата гимна çирĕплетнĕ. Саккунра ку деклараци республикăн Конституцине, тата ытти документсемпе килĕшÿсене çырассин никĕсĕ тесе йышăннă. 
ЧНК вице-президенчĕ, юридици наукисен кандидачĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ Анатолий Ухтияров ун чухне Аслă Канашра тăрăшнăскер, çак вăхăта лайăх ас тăвать.

Чăваш Республикин 2001 çулхи 33-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн«ЧР патшалăх суверенитечĕ çинчен деклараци» саккуна пăрахăçланă. Анчах та çĕнĕ саккуна хатĕрленĕ чух малтанхине шута илнĕ.