Пуçа таяр хĕрарǎм умĕнче…

 
Пуçа таяр хĕрарǎм умĕнче, 
Тав сǎмахне çине-çине калар. 
Пулсан анне е арǎм юнашар – 
Килет-çке пур çемьешĕн пархатар… 
Пуçа таяр хĕрарǎм умĕнче. 
( В. Тарават) 

Шǎпах Валентина Тарават çырнǎ сǎвǎ йĕркисенчен пуçлас терĕм, Халǎхсен туслǎх çуртĕнче иртнĕ «Хĕрарǎм! Сан умǎнта таятǎп пуçǎма» регионсем хушшинче иртнĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ май. Ǎна Чǎваш наци конгресĕн «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пуçарǎвĕпе йĕркелесе ирттерни те ǎнсǎртран мар. Эпир комитет хастарĕсем, ялти чǎваш хĕрарǎмĕсен хальхи саманари пурнǎç аталанǎвне хывакан тÿпине курма, тǎван халǎхǎмǎрǎн йǎли-йĕркипе илемлĕ те çепĕç чĕлхине упрассипе тĕллевлĕ ĕçленине туйма, çемьери хутшǎнусене çирĕплетессипе тǎрǎшнине уçса пама тĕллев лартрǎмǎр. 
Пирĕн шухǎша Чǎваш наци когресĕн Президенчĕ Николай Федорович Угаслов ырларĕ. Çитменнине, çак конкурса пĕтĕм тĕнчери ял хĕрарǎмĕсен Кунне халалларǎмǎр. Ку уява ООН Генераллă Ассамблеи 2008 çулхи нарǎсǎн 12 мĕшĕнче ятарлǎ Резолюцийĕпе паллă тума йышăннă. Ǎна çулсерен юпа (октябрь) уйăхĕн 15-мĕшĕнче уявлаççĕ. Эпир те, конкурса юпа уйǎхĕн 12-мĕшĕнче ирттерме палǎртрǎмǎр. Малтанах, ЧНКан пресс-служба ертÿçипе Зоя Яковлевǎпа ĕçе пуçǎнтǎмǎр. Конкурса ирттермелли йĕркене туса хурассипе, ЧНКан вице-президенчĕ, ĕç тǎвакан комитет председателĕ Анатолий Ухтияров та тимлерĕ, ытти ыйтусене татса парассипе пулǎшрĕ. Каярах, комитет хастарĕсене те явǎçтартǎмǎр. Пĕрле ĕçе кÿлĕнтĕмĕр. 
Чǎваш наци конгресĕн ĕçне тÿрремĕнех хутшǎннǎран, час- часах вǎл е ку района тата ытти регионсене тухса çÿренĕрен; ялсенче пурǎнакан чǎн чǎваш чунлĕ хĕрарǎмсем илĕртÿллĕ, ǎшǎ чунлǎ, вǎр-вар та ĕçчен, тараватлǎ та сǎпайлǎ пулнине; паянхи пурнǎçра тивĕçлĕ вырǎн тупма пултарнине, хисепе, ят-сума тивĕçнине курса савǎнтǎм. Кил ǎшшине упранипе пĕрлех, вĕсем общество ĕçĕнче те хастар, кирек ǎçта пулсан та хĕрарǎмǎн ятне çÿлте тытаççĕ. Ырǎ ĕçĕсемпе ыттисене те хавхалантараççĕ. Самана таппипе тан утакан хĕрарǎмсем чǎннипех те мухтава тивĕç. Паян та ялти чǎваш хĕрарǎмĕн аллинче хĕрĕх ытла тĕрлĕ ĕç вылять. Çакна эпир конкурса хутшǎнакан пултаруллǎ ял хĕрарǎмĕсем урлǎ кǎтартса пама тǎрǎшрǎмǎр. 
Конкурса Чǎваш республикинчи çак районсенчен: Çĕмĕрле, Вǎрнар, Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Тǎвай, Йĕпреç, Муркаш, Çĕрпÿ, Шупашкар, Патǎрьел, Шǎмǎршǎ, Сĕнтĕрвǎрри; республика тулашĕнчи Пушкǎрт, Пенза, Ленинград тата Чĕмпĕр тǎрǎхĕнчи чǎваш хĕрарǎмĕсем хутшǎнса савǎнтарчĕç те тĕлĕнтерчĕç те. Шел пулин те Республикǎри ытти районсем темшĕн çак конкурса хутшǎнмарĕç. Чǎрманас мар терĕç пулас. Анчах та ял-район аталану шайĕнче шǎпах хĕрарǎмсен тÿпи пĕчĕк мар. Вĕсене хисеплеме манас марччĕ. 
Тĕрĕссипе, конкурса хутшǎннǎ 16 хĕрарǎм пиллĕк тапхǎр витĕр ǎнǎçлǎ 
тухрĕç. Кашниех пултаруллǎ та маттур пулнине çирĕплетрĕ. Унта 30 çултан пуçласа аслǎрах ÿсĕмри хĕрарǎмсем хутшǎнни конкурс шайне çÿлле хǎпартрĕ. Пĕтĕмĕшле, çичĕ е пилĕк-ултǎ теçетке урлǎ каçнǎ асанне-кукамайсен пуçаруллǎхĕ, ǎсталǎхĕ - эпир чǎвашсем вǎйлǎ та çирĕп халǎх пулнине çирĕплетрĕ. Тĕслĕхрен, Канаш районĕнчи Кăшнаруй ялĕнчен килнĕ 75 çулхи Надежда Никонорова пултарулăхĕпе, шÿтлес енĕпе, тарăн ăс-тăнĕпе те тĕлĕнтерчĕ. Авалхи чǎваш хĕрарǎмĕн чун пуянлǎхне, сǎпайлǎхне, таса та ырǎ шухǎш-кǎмǎлне упрама пултарнǎ халǎхǎмǎра чыс та мухтав. 
Чǎваш хĕрарǎмĕ мĕн авалтан тĕрлĕ апат-çимĕç пĕçерме ǎста пулнине конкурса хутшǎнакансем, сĕтелсем çине тĕлĕнмелле илемлĕн вырнаçтарнǎ тулǎх та пуян апат-çимĕçпе кǎтартса пачĕç. Çемьере ламран-лама куçса пыракан юратнǎ апатǎн рецепчĕпе те паллаштарчǎç. 
Пирĕн ǎслǎ халǎхǎмǎрǎн çĕр пин тĕрĕллĕ наци тумĕ упранни те пире мǎнаçланма хистет. Акǎ мĕн çырнǎ кун пирки Давыдов-Анатри: 
Мĕнле хитре чǎваш тĕрри, 
Ун курǎнмасть вĕçĕ-хĕрри. 
Унта асамлǎ çǎлкуçсем, 
Илемлĕ, çутǎ çǎлтǎрсем. 
Вǎл е ку тǎрǎхри наци тумĕн пуянлǎхне, илемне тата капǎрлǎхне кǎтартассипе ăмăртăва хутшăнакансем тĕлĕнтерчĕç. Паллах, вǎхǎт иртнĕ май, кǎштах çĕнĕллĕхсем кĕртни сисĕнет. Сǎмахран, ку е тепĕр районти хĕр юнашар района качча тухсан, амǎшĕ хатĕрлесе панǎ тумǎн хǎшпĕр эрешĕсемпе капǎрлǎхĕсене упраса хǎварма тǎрǎшать. Анчах та, тĕпрен илсен, авалхи чǎваш хĕрарǎмĕн тумтирĕ упранса юлни палǎрчĕ. 
Унтан хĕрарǎмсем хǎйсемпе видеокурав урлǎ паллаштарчĕç. Кунта та ял хĕрарǎмĕсем çухалса кайманни сисĕнчĕ. Аслǎрах çулхисем те çамрǎкраххисенчен юлмарĕç. 
Конкурсǎн тĕллевне уçǎмлатаканни, чи паха тупǎшǎвĕ - виççĕмĕш конкурс «Хĕрарǎм – çемье ǎшшине упраканĕ» пулчĕ. Конкурса хутшǎнакансем ламран-лама куçса пыракан, çемьепе çыхǎннǎ авалхи чǎвашсен ырǎ йǎлисене кǎтартса пани пулчĕ. Кунта ӗне ырри ҫиесси, ачана ят хурасси, туй-ҫуй, кĕрхи çемье уявĕсем тата ыттине те хӗрарӑмсем кӑсӑклӑ кӑтартса каласа пачӗҫ. Вӗсене ҫывӑх ҫыннисемпе вырӑнти фольклор ушкӑнӗсем пулӑшрӗҫ. 
Палǎртма кǎмǎллǎ, кунта курмалли, вĕренмелли, тĕлĕнмелли пайтах пулчĕ. 
Мĕн чухлĕ пуянлǎх упранса юлнǎ чǎваш халǎхĕн. 
Пултаруллǎх конкурсĕнче те тупǎшу çивĕч пулчĕ. Куракансемпе тÿресене 
чǎваш хĕрарǎмĕсем илемлĕ те çепĕç юрǎ-кĕвĕ, çĕкленÿллĕ ташǎ-сǎвǎ парнелерĕç, пĕри тепринчен маттуррине кǎтартса пачĕç. 
Конкурса хаклакан сумлǎ тÿресене çǎмǎлах пулмарĕ пулин те, вĕсем кашнинех тивĕçлĕ хак пани савǎнтарчĕ. Юрий Александрович Зорин председатель пулса ертсе пынипе комисси тухǎçлǎ ĕçлерĕ. 
«Хĕрарǎм! Сан умǎнта таятǎп пуçǎма» регионсен шайĕнче иртнĕ конкурсра пултаруллӑн ӑмӑртса "Чи лайӑх чӑваш хӗрарӑмӗ-2019" сумлӑ ята тата пӗрремӗш вырӑна Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчен килнӗ Татьяна Серебрякова ҫӗнсе илчӗ, ӑна ЧНК президенчӗ Николай Угаслов "Чӑваш Ен ахахӗ" санаторине икӗ путевка валли сертификат пачӗ. "Куракансем кӑмӑлланӑ хӗрарӑм" тата иккӗмӗш вырӑна Ленинград облаҫӗнчи Алевтина Челнокова тивӗҫрӗ, ӑна Павел Вязов хуҫалӑхра усӑ курма чаплӑ парне пачӗ. 
"Ҫемье вучахне упраканӗ» номинацире Муркаш районӗнчи Кудряшова Людмила çĕнтерчĕ, ǎна Чǎваш Республикинчи «Хĕрарǎмсен Канашĕн» председателĕн парнипе чысларĕç. 
"Чи ӑслӑ хӗрарӑм" ята конкурса хутшӑннӑ чи аслӑ çулхи хӗрарӑм Надежда Никонорова Канаш районĕнчен ҫӗнсе илчӗ. Ǎна Шупашкарти «Телей» кафе директорĕ Инесса Алексснева тата Чǎваш енри Халǎхсен Ассоциаци пĕрлешĕвĕн Лев Кураковǎн парнисемпе саламларĕç. 
"Чӑваш халӑх йӑли-йӗркине упраканӗ" Тӑвай районĕнчи Эльвира Кириллова, "Ылтӑн алӑллӑ хӗрарӑм" Йӗпреҫри Ева Петрова, "Чи хитре хӗрарӑм"Пушкӑртстанри Ирина Игнатьева, "Чи хаваслӑ кӑмӑл-туйӑмлӑ хӗрарӑм" Шӑмӑршӑ районӗнчен килнӗ Татьяна Долгова, "Чи пултаруллӑ хӗрарӑм" ята Пенза тӑрӑхӗнчи Татьяна Чолак çĕнсе илчӗç. Вĕсене те «ДЕНТ-А-МЕД» стоматологи клиникин тĕп врачĕ, Чǎваш Патшалǎх Канашĕн депутачĕ Юрий Александрович Зорин, «Лента» Акционерла обществǎн тĕп директорĕ Роза Петровна Иванова,Чǎваш Республикинчи муниципалитетсен пĕрлешĕвĕн ĕç тǎвакан директорĕ Станислав Андреевич Николаев,« Паха тĕрĕ» фирма директорĕ Наталия Ивановна Посынкина, Чǎваш наци конгресĕн культура комитечĕн хастарĕ Людмила Владимировна Балтаева хаклǎ парнесемпе чысларĕç. 
Ǎмӑртӑва хутшǎннǎ пӗр хӗрарӑм та парнесӗр каймарӗ. Вĕсене те 
спонсорсем парнесемпе тивĕçтерчĕç. Акǎ «Планета» кафе тĕп директорĕ Дроздова Луиза Андреевна тортсем пачĕ. «Чǎваш енри хĕрарǎмсен Канашĕн» обществǎлла организаци председателĕ Алевтина Федорова, ЧНКан вице-президенчĕ Валерий Клементьев, чǎваш эстрада артисчĕ Петр Ермолаев та парнесемпе чысларĕç. 
«Ырǎ ĕçĕн хакĕ пысǎк» тенĕ пирĕн халǎхǎмǎр. Мĕн тери тарǎн шухǎш çак сǎмахсенче. Çак конкурса ирттерме пулǎшнǎ ырǎ кǎмǎллǎ çынсене, спонсорсене эпир пурин ячĕпе те тав тǎватпǎр. 
Конкурс ялти чǎваш хĕрарǎмĕсемшĕн чǎн-чǎн уяв пулса тǎчĕ. Шел пулин те, Чǎваш наци конгресĕ обществǎлла организаци пулнǎран, пирĕнтен килмен сǎлтавсене пула, эпир ǎна Халǎхсен Туслǎх çурчĕн пĕчĕк залĕнче ирттернипех çырлахрǎмǎр. Вǎл пĕрремĕш хут иртрĕ пулин те, çӳллĕ шайрине шута илсе, çитес çул пысăк театртах ирттерме çулсем уçǎласса шанатпǎр. 
Халǎхпа пурнǎçланǎ ĕç ӳсĕмлĕ. Конкурс программине пуянлатма майсем туса панǎшǎн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Шоголь» халǎх фольклор ушкǎнне, (ертÿçи Виталий Чишкин), Çĕмĕрле районĕнчи «Шанчǎк» халǎх фольклор ушкǎнне(ертӳçи ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Людмила Григорьева), Чĕмпĕр облаçĕнчи «Сǎрнай» фольклор ушкǎнне, Роза Степановǎпа Анатолийпа Надежда Никитинсене, Шупашкар районĕнчи Çĕн ялти «Сурпан» ташǎ ушкǎнне, ертӳçи Надежда Васильева, Елена Шурту юрǎçа, Туслǎх çурчĕн администрацине, «Чǎваш енри хĕрарǎмсен Канашĕн» обществǎлла организаци председательне Алевтина Николаевна Федоровǎна, паллах ЧНК «Чăваш хĕрарăмĕ» тата культура комитечĕн хастарĕсене тав тǎватǎп. 
Хĕрарǎм тивĕçне туллин пурнǎçлакан, ят-сумне çӳлте тытакансем умĕнче пуçа таятǎп. 

Юлия Мареева, 
ЧНК «Чǎваш хĕрарǎмĕ комитечĕн председателĕ.

https://www.youtube.com/watch?v=kfiJmRK7UNk