ПУЛТАРУЛЛĂ ÇЫРАВÇĂ, ХĔРŸ ЧĔРЕЛЛĔ САЛТАК

 

Эпир пурте юратса вулакан «Салампи», «Алтăр çăлтăр», «Симĕс ылтăн», «Шурă çÿçлĕ хĕр», «Ан авăн, шĕшкĕ!», «Улма йывăç авăнать», «Хунавлах хăрнисем» тата ытти паха хайлавсем çырнă чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев çуралнăранпа 95 çул çитрĕ.

Чăваш халăхĕ юратакан произведенисем хайланă пысăк ăста çыравçă çуралнăранпа 95 çул çитнине халалласа юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче «Александр Артемьев хайлавĕсен çамрăксене патриотизмла воспитани парас ĕçри пĕлтерĕшĕ» уçă лекци иртрĕ. Унта чăваш çыравçисем, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсем, А. Артемьев пултарулăхне килĕштерекенсем тата халăх писательне пĕлнĕ-курнисем хутшăнчĕç.

Литература каçне библиотека ĕçченĕ Оля Тимофеева ертсе пычĕ. Вăл Александр Артемьевăн пурнăç утăмĕсемпе, литературăри пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Ун хыççăн Геронтий Никифоров «А. Артемьевăн «Алтăр çăлтăр» («Çăлтăр çумăрĕ») повеçĕн сăнарлă чĕлхи», Николай Осипов «Симĕс ылтăн» хайлавра ÿкерĕннĕ пурнăç илемĕ», Василий Кервен «А. Артемьев хайлавĕсенчи патриотизм ыйтăвĕ» темăсемпе тухса калаçрĕç. Вĕсем çыравçăн хайлавĕсенчи хаяр вăрçăра Тăван çĕр-шыва фашизм чуралăхĕнчен хăтарса хăварнă сăнарсен патриотла туйăмĕ, йывăрлăхсене çĕнтерес хăнăхăвĕпе пултараслăхĕ, чун ăшшин пуянлăхĕ, çапăçу хирĕнчи юрату туйăмĕн хăвачĕпе шанчăклăхĕ паянхи çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх, хайлавĕсем патриотизмла воспитани парассинче пысăк пĕлтерĕшĕ пулнине палăртса хăварчĕç.

Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер каланинчен нумай пĕлтĕмĕр. «Александр Спиридонович, пĕчĕк чухнехи пек каласан Сантăр, кил-йышра виççĕмĕш ача пулнă, лăпкă та вашават кăмăллă ÿснĕ. Иккĕмĕш класрах сăвăсем шăрçалама тытăннă. Шкул çулĕсенчех Пушкин, Лермонтов, Некрасов хайлавĕсене вырăсларан чăвашла, чăвашларан вырăсла Ивановăн «Нарспи» поэма сыпăкĕсене, Çеçпĕл, Ухсай, Алка сăввисене куçарса пăхнă. Хăй çырнă сăввисене хăюлăх çитерсе Çемен Элкере икĕ пысăк конвертпа «Шупашкара, Элкер писателе...» тесе çырса ярса панă. Çырăвĕсем кирлĕ çĕре çитнĕ-çитнех.

Элкер вун иккĕри ача сăвă çырнине ырланă, писатель пулас тесен нумай тÿсĕмпе тăрăшса çырмаллине кăтартса панă. Çемен Элкер пехиллени Артемьева илемлĕ литература ăсталăхне алла илме çĕнĕ хăват панă. Чăваш, вырăс писателĕсен паха хайлавĕсене, тĕнче литературин классикĕсене каçăхса кайсах вуланă. Мускавра литература институтĕнче вĕреннĕ. Н. Ашмаринăн 17 томлă словарьне ултă хутчен конспектласа тухнă. Ура çине çирĕп тăрсан хăй те сюжет, композици, сăнарлăх хатĕрĕсене (мелĕсене) çамрăк çыравçăсене ăнлантарса панă... Чăваш халăхĕ юратакан писатель, чăн-чăн талант, прозăри поэт, чĕлхе ăсти, чăваш литературин çăлтăрĕ... Çак хисепсене пĕрлештерсе тăрать Александр Спиридонович Артемьев», – пĕлтерчĕ Юрий Семенович.

Калаçăва А.С. Артемьевăн хĕрĕ Александра Александровна хутшăнчĕ. Вăл Муркаш районĕнчи Хурăнуй ялĕнче мĕнле пурăннине, ача чухнех ашшĕ ăна юратса «Золушка» хушма ятпа чĕннине, амăшĕнчен, Октябринăран, уйрăлнă пулсан та пиччĕшĕпе иккĕшне пăрахманнине, тăтăшах пырса çÿренине, хайлавсем çырнине каласа пачĕ. Александра Александровна пухăннисене Александр Спиридоновича манманшăн, наци библиотекин ĕçтешĕсене Галина Соловьевăпа Оля Тимофеевăна литература каçне йĕркеленĕшĕн тав турĕ.

Хăйĕн паха хайлавĕсемпе чăваш халăх ятне çÿле çĕклерĕ А.С. Артемьев. Çак пахалăха шута хурса уява хутшӑнакансем «Салампи» спектакле театрта çĕнĕрен лартма тата Шупашкар хулин пӗр-пӗр урамне Артемьев ятне парасси пирки сӗнӳсем пачĕç. Эпир те пуринпе те килĕшсе çак сĕнÿсене çÿле çитермелли çулсене палăртрăмăр.

Пултаруллă сăмах ăстине чăнласах чунтан юратни уявра уççăн курăнчĕ. Халăх писательне халалланă «Александр Артемьев хайлавĕсен çамрăксене патриотизмла воспитани парас ĕçри пĕлтерĕшĕ» уçă лекцире тухса калаçакансене çыравçăсем те, студентсем те, халăх писателĕн кĕнекисене килĕштерсе вулакансем те тимлĕн итлерĕç, кашни сăмаха ăша хыврĕç.

Геронтий НИКИФОРОВ,

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи.