Вӗрентекенсем аслӑ режиссерпа тӗл пулчӗҫ

 

Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулсенче ӗҫлекен чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем театрӑн илемлӗх ертӳҫипе, СССР халӑх артисчӗпе Валерий Николаевич Яковлевпа ҫавра сӗтел йӗри-тавра тӗл пулчӗҫ.
Ку мероприятие ЧНК вĕренÿ комитечĕпе Çĕнĕ Шупашкарти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен Ассоциацийĕ тăрăшнипе йӗркелеме май килчĕ.
Калаҫӑва сумлӑ режиссерӑн ачалӑх ҫулӗсене аса илнинчен пуҫларӗҫ. Унтан майӗпен унӑн пултаруллӑхӗнчи паллӑ самантсем ҫине куҫрӗҫ. 
Каярах вӗрентекенсем аслӑ режиссера чӑваш театрӗпе, чӑваш чӗлхипе, литературипе ҫыхӑннӑ ыйтусем пачӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкартан ятарласа Валерий Яковлева саламласа пуҫ тайма килнӗ вӗрентекенсем парнисене те чыслӑн хисеплесе пачӗҫ.
Валерий Николаевич хӑйӗн калаҫӑвӗнче чӑваш чӗлхине упраса хӑварас чун ыратӑвне те хускатрӗ.
Ҫавра сӗтелте ҫак темăна питӗ вирлӗн сӳтсе яврӗҫ.
Тӗл пулура Ҫӗнӗ Шупашкар ачисене вырӑна тухса спектакльсем кӑтартас ыйтӑва та хускатрӗҫ.
Вӗрентекенсем театр музейӗнче пулчӗҫ, каярах "Ялта" спектакль курчӗҫ.