Валерий Яковлев: «Ватлăх, ан васка»

   Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче СССР халăх артисчĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертӳçи, Раҫҫей тата Чăваш Республикин Патшалăх премийĕсен лауреачĕ Валерий Яковлев 80 ҫул тултарнă ятпа савăнăҫлă уяв каҫĕ иртнĕ. 

Уявра Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Валерий Яковлева чун-чĕререн тав тунă, паллă ентешĕмĕр хăйĕн пĕтĕм пурнăҫне тенĕ пек юратнă театрне халалланине палăртса каланă. Хисеплĕ режиссера Чăваш Енре анчах мар, республика тулашĕнче пурăнакансем те яланах хапăл туса кĕтнине асăннă вăл. «Театр яланах халăха кирлĕ. Спектакльсем ҫынсене ырă кăмăл-туйăм парнелеҫҫĕ. Халăх пултарулăхĕ – пирĕн тĕп пуянлăхсенчен пĕри. Сирĕн спектакльсем ырри патне ăнтăлма хистеççĕ, пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслăн пурăнма вĕрентеҫҫĕ», – тенĕ республика Пуçлăхĕ. Владимир Владимирович Путинăн Указĕпе килĕшӳллĕн, хисеплĕ юбиляра IV-мĕш степеньлĕ орден парса чысланă.
Уявра пухăннисем Валерий Яковлев ячĕпе ырă сăмахсем чылай каланă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Николай Малов, Леонид Черкесов, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шăмăршă районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Владимир Денисов ăшшăн саламланă.
Савăнăçлă каçра Чăваш Наци конгрессĕн президенчĕн Николай Угасловăн саламне Анатолий Ухтияров вице-президент çитернĕ. Вăл хăйĕн мухтавлă ентешне (Анатолий Ильич Шăмăршă районĕнчи Виçпÿрт- Шăмăршăран) чыс туса çапла каланă: «Хисеплĕ те мăнаçлă Валерий Николаевич! Эсир Чăваш наци конгресĕшĕн чи çутă, çул кăтартса пыракан маяк. Паянхи юбилейра чăваш сăмахĕ, чăваш ташши-юрри янăрани пирĕн пуласлăх пуррине çирĕплетет. Николай Угаслов тата ытти хастарсен ячĕпе сире Хисеп хучĕ тата пĕлтерĕшлĕ парнепе чыслатпăр. Сире сывлăх, пурлăх тата нумай-нумай çул пурăнма сунатпăр».
Кӳршĕллĕ регионсенчен килнисем Валерий Яковлев чăвашсен мухтавлĕ ывăлĕ, Раҫҫей культурипе ÿнерне тарăн йĕр хăваракан режиссер пулнине палăртнă. Вăл лартнă спектакльсем Раҫҫейри чи лайăх спектакльсен шутĕнче пулнине, чылай фестивальсенче сахал мар лауреат ятне тивĕҫнине аса илсе хăварнă. 
Уяв каçĕнче режиссер тĕрлĕ çулта лартнă: «Эс ман чунра /Пихампар чунĕ манра/», «Туя туй пек тăвар-и?», «Вĕри юнлă çемçе чун», «Юнлă туй», «Ялта» спектакльсенчи сыпăксем пулнă.

(Алина Савельева сăнÿкерчĕкĕсем)