Вăрмар районĕнче Василий Алентей çыравçăна асăнчĕç

 

Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем Анатолий Ухтияров вице-президент ертсе пынипе Вăрнар районĕнче пулчĕç. Унта чăваш халăх çыравçине, Кĕтеснер ялĕнче çуралса ÿснĕ Василий Степанович Алентей 100 çулне асăнчĕç. Паллă куна конгресс хастарĕсемсĕр пуçне Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ЧНК президиумĕн пайташĕ Юрий Зорин, район ертÿлĕхĕ,  çыравçăсем, культура ĕçченĕсем, тăванĕсем пуçтарăнчĕç.

Мероприятие Василий Алентее пытарнă масар çинче пуçларĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Васильев ентешĕн пултаруллăхне ăшшăн аса илчĕ, унăн тăванĕсемпе çывăх çыннисене Василий Степанович еткĕрлĕхне упранăшăн тав турĕ. Пуçтарăннисем халăх писателĕн вилтăпри çине чĕрĕ чечексем хучĕç.

Чăваш литературине тарăн йĕр хăварнă çыравçăна халалланă мероприятие малалла унăн ячĕллĕ паркра тăсрĕç. Кунта йывăçсем лартрĕç, асăну хăми çине чечексем хучĕç.

Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем ытти хăнасемпе пĕрле асăну мероприятине тăсма Кĕтеснер культура çуртне çитрĕç.

Василий Алентей ырă та çутă ятне аса илме тата пухăннисене саламлама сцена çине ытти сумлă хăнасемпе пĕрле ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, конгресс президиумĕн пайташĕ Юрий Зорин та хăпарчĕç.

Вĕсем писателе халăх манманнине, юратнине, унăн еткерлĕхне сыхласа упрама çамрăксене вĕрентмеллине каларĕç.

Уява вырăнти юрă-ташă пултарулăх ушкăнĕсем малалла тăсрĕç.

ЧНК пресс-служби.