Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕ - Геннадий Волков çуралнă кун

Паян, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, этнопедагогика шкулӗн никӗсне хураканӗ, чӑваш халӑх ӑс-хакӑл аталанӑвӗшӗн пысӑк вӑй хунӑ Геннадий Никандрович Волков пурӑннӑ пулсан 92 ҫул тултармаллаччӗ...
Унӑн хамӑр халӑхшӑн тунӑ вышкӑйсӑр ӗҫӗсем вилӗмсӗр. Вӗсен хакне эпир ӑнланса кӑна пыратпӑр-ха.
Паллă этнопедагог хăйĕн сумлă ĕçĕсемпе чăваша тĕнче шайне çĕклерĕ. Эпир хальхи вăхăтра ачасене воспитани пама идеалсем, паттăрсем, улăпсем çукрах тетпĕр. Чăваш халăх педагогĕ Геннадий Никандрович Волков хăш енчен тĕслĕх мар?
Этнопедагогика – çамрăксене вĕрентсе ăс парассине тĕпчекен ăслăлăхра çĕнĕ туртăм. Çак çĕнĕ вĕрентĕве – этнопедагогикăна – тĕнчене парнелеме пултарнă чăваш ывăлĕ – Геннадий Никандрович Волков.