90 çулне тăван халăхшăн пурăнса ирттерет

 

Ылтăн тумлă кĕркунне çитрĕ. Тулăх кĕрекере савăнма Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай ялӗнче пурӑнакан ĕçпе вĕрентÿ ветеранĕ Архипова Ольга Александровна хăнасене пуçтарать. Сăлтавĕ те сумлă – кĕр панӑ ырлӑх-пурлăхӗпе пурӑнса вăл 90 ҫул тултарчӗ.
Ольга Александровна 1929 ҫулхи сентябрĕн 12-мĕшĕнче Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче ҫуралнă. Ашшӗ, Александр Александрович Александров, таврара паллӑ ҫын пулнӑ. Патша ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ, пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине хутшӑннӑ, А. Брусилов генерал патӗнче унтер-офицер пулнӑ. Çапӑҫура Георгий хӗресне тивӗҫнӗ, аманнӑ. Киле таврӑнсан Тусай ял канашӗн ертӳҫи, колхоз бригадирӗ пулнă. Вăрçă çулĕсенче «Чутай» колхоз председателĕнче тата ытти яваплӑ вырӑнсенче ӗҫленӗ, хисеплӗ ветеран шутланнӑ. Александр Александрович ырӑ тӗслӗх кӑтартса ҫӗр те пӗр ҫул пурӑннă. Унӑн мӑшӑрӗ те, Васильева Фекла Васильевна, ялти ятлӑ-сумлӑ ҫын пулнӑ, нумай ачаллӑ кил-йыша ҫирӗп алӑра тытса тӑнӑ. Ульхашăн уйрӑмах пиччӗшӗсем Евстафий, Василий, Владимир ырӑ тӗслӗх шутланнӑ. «Ҫынна пӗлӳлӗх ҫеҫ пурнӑҫӑн аслӑ ҫулӗ ҫине кӑларать», – вĕрентнӗ хӑйӗн йӑмӑкне вăрçăпа вĕрентÿ ветеранĕ, пиччĕшĕ Владимир Александрович.
Ашшӗпе амӑшӗн, пиччӗшӗн сӗнӗвӗсене шута илсе Ольга Упири вӑтам шкулта пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн 1949 ҫулта Шупашкарти педагогика институтне ҫул тытать. Историпе филологи факультечӗн чӑваш чӗлхипе литература уйрӑмӗнче вӗренет. Чӑваш чӗлхипе литератури вĕрентекенӗ пулма хатĕрленекенскер наукăна юратса «шӗкĕлчеме» тытӑнать. Чӑваш халӑх писателӗпе Николай Терентьевпа, Чӑваш халӑх поэчӗпе Александр Галкинпа, Анатолий Горшков чӗлхеҫӗпе пӗрле аслӑ пӗлӳ илнӗ вӑл.
Алла диплом илсен Елчĕк районĕнчи Аслӑ Таяпари вӑтам шкулта ӗҫлеме тытăнать. Мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн Кӗҫӗн Таяпа, кайран Елчӗк вӑтам шкулне куҫнӑ. Шăпа ăна 1958 ҫулта Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай шкулне илсе çитерет. Ҫав вӑхӑтра ҫемьене йывӑр инкек килсе ҫапать: пӳрт лартас тесе тимленӗ ҫӗрте унӑн мӑшӑрӗ Николай Платонович Семенов, колхоз тӗп зоотехникӗнче ӗҫлекенскер, сарӑмсӑр вилет. Ҫавах чунӗпе хуҫӑлса ӳкмест ҫамрӑк хӗрарӑм. Вӗрентекен тивӗҫне те пурнӑҫласа пырать, хӑйӗн икӗ пӗчӗк хӗрачине те пӑхать, пӳрт енӗпе те тимлет. Юманай шкулӗнчех вӑл иккӗмӗш упӑшкипе Севастиан Михайлович Архиповпа паллашнӑ. Пурӑна киле вӗсен ҫемйи ӳсет - пилӗк ачана ура ҫине тӑратать мăшăр. Сăмах май, Севастиан Михайлович 58 ҫул педагогикăра тӑрӑшнӑ, 20 ҫул Юманайри вӑтам шкул директорӗнче вӑй хунӑ. Вӑл ертсе пынипе 1977-1978 ҫулсенче кунта ҫӗнӗ шкул ҫуртне хута янӑ. 2016 ҫулта Юманайри вӑтам шкулта унӑн ячӗпе Асӑну хӑми уҫнӑ. 2017 ҫултанпа ку вӗренӳ заведенийӗ С.М. Архипов ячӗпе хисепленсе тӑрать.
Çăмăл пулман вăл вăхăтра чăваш чĕлхине вĕрентме. «Чăваш чĕлхи урам алăкĕнчен тухсан малалла кирлĕ мар»,- çакăн пек шухăшланă нумайăшĕ. Çӳлте ларакан чиновниксем те çак шухăшпа килĕшнĕ. Пĕр вăхăт шкулта тăхтавра ачасен пĕр-пĕринпе вырăсла калаçмалла текен хушу та тухнă. Тăван чĕлхепе литература урокĕсем те шкулсенче сахал пулнă. Чăваш чĕлхине сивлени, хака хуманни çамрăк вĕрентекенĕн чунне питĕ ыраттарнă. Вăл хăй умне пысӑк тӗллев лартать: йывӑр пулсан та чӑваш ачисене тӑван чӗлхене хисеплеме вӗрентмелле, ăна упраса хăварма тӑрӑшмалла. Ҫак ӗҫе ҫамрӑк ӑрӑва явӑҫтармалла.
Ольга Александровна пысӑк тӗллевсене пурнӑҫа кӗртессишӗн сахал мар ӗҫ тунӑ. Шкулта вӑл йӗркеленӗ чӑваш чӗлхипе литература класне пырса кӗрсенех чӑвашлӑх тӗнчине лекнӗн туйӑннӑ. Стена ҫине - илемлӗ чӑваш тӗррисем, ятарлӑ стендра - ачасем чӑвашла ҫырнӑ хайлавсем. Ан тив, ҫав класра чӑвашлӑх сывлӑшӗ сисӗнсе тӑтӑр, Ҫеҫпӗл халалӗсен туйӑмӗ палӑртӑр, чӑваш ҫыравҫисен кӗнекисем пулччӑр. Унта ачасем хӑйсене чӑваш ӗҫне малалла аталантарас ҫынсем пек шутлаччӑр.
Ачасене тăван чĕлхепе литература кружокне явăçтарнă: сăвăсем, тĕрлĕ калавсем çырма вĕрентнĕ. Вĕренекенсем майӗпен ҫырас ӗҫе те явӑҫаҫҫӗ, литература кружокӗнче пӗр-пӗрин хайлавӗсене сӳтсе яваҫҫӗ. Пиҫсе ҫитнӗ хайлавсем «Ҫамрӑк хунавсем» литература альманахӗнче, «Пионер сасси», /«Тантӑш»/ хаҫатра, «Хатӗр пул» /«Самант»/ журналта пичетленнӗ.
Пултаруллӑ педагога Шупашкарти вӗрентекенсен пӗлӗвне ӳстерекен института час-часах чӗннӗ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме методика тата кăтарту пособийĕсем пулман вăл вăхăтра. Нумай кăтарту материалне хăйĕн аллипех тума тивнӗ педагогăн. Сӑмахран, 1972 ҫулта унӑн опычӗпе ыттисене паллаштарасшӑннине пӗлсен хастар учительница лекци вулама килӗшнӗ. Вӑл вӑхӑтра чӑваш уроксӗсене ирттерме кăтарту хатĕрĕсем пулман пирки, чӑваш чӗлхипе вӗрентекенсенсемшӗн Архипова О.А. ӗҫ опычӗ питех те кирлӗ те усӑллӑ пулнӑ.
Тӑван халӑх йӑли-йӗркине аталантарас, юрри-ташшине упраса хӑварас тӗллевпе фольклор ушкӑнӗ йӗркеленӗ хастар вĕрентекен. Унпа пӗрле шкул ачисем вырӑнти халӑхран ваттисен сӑмахӗ, такмак, каларӑш, авалхи юрӑ мӗн чухлӗ пухман-ши! Ҫапла фольклор ансамблӗн репертуарӗ те пуянланса пынӑ.
Пурӑна киле шӑпах ҫак вучахран шӑранса тухаҫҫӗ те ӗнтӗ паллă чĕлхеçĕсем, артистсем, фольклористсем, чăваш искусствипе культурăн деятелĕсем. Ольга Архиповӑн вӗренекенӗсен хушшинче республикӑра, ҫӗршывра паллӑ ҫын пулса тӑнисем сахал мар.
Тӑхӑр вуннӑ тултаракан Ольга Александровна паянхи кун шкулта вӗрентмест, анчах унӑн вӗренӳ ӗҫӗ ачисемпе мӑнукӗсем урлӑ пурнӑҫа кӗрсе пырать. Ҫемьен пӗтӗмӗшле педагогика стажӗ 550 ҫул ытла шутланать. Ҫакӑ мар-и вӑл вӗрентӳ ӗҫӗн пархатарӗ?!
Ольга Александровна паян та ахаль лармасть. «Чӑваш чӗлхи мана ватӑлма памасть», - тет вӑл кӑмӑллӑн. Хастар ватӑ Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай ялӗнчи «Мерчен» пултарулӑх ушкӑнӗпе тӗрлӗ района, яла тухса ҫӳрет, фестиваль-конкурссене хутшăнать. Вăл статьясем шӑрҫалать, калавсем ҫырать, районти тата республикӑри кӑларӑмсенче пичетленет.Республикăри патшалăх телевиденийĕпе радио эфирĕсенче час-часах тухса калаçать. Унӑн сӑввисемпе Юрий Кудаков, Аврам Бурундуков, Юрий Жуков, Земфира Яковлева, Анатолий Печников тата нумай композитор юрӑсем те кӗвӗленӗ. Чăваш юрăçисем унăн юррисене хаваспах шăрантараççĕ.
Ольга Александровна 90 çулне халăхпа, тăнăçлăхра кĕтсе илет, мĕншĕн тесен тивĕçлĕ вăл çав чыса: çирĕп тытса пыраççĕ пурнăç тилхепине вăл вĕрентнĕ ачасем, хăй çуратса ӳстернĕ ывăл-хĕр те тăван халăх умĕнче ырă ятпа çӳрет. Педагог, фольклорист, общество деятелӗ, тыл тата педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, вӑрҫӑ ачи, фольклор ансамблӗн никӗслевҫи тата ертӳҫи, республика тата Раҫҫей пичет кӑларӑмӗсенчи статьясен тата кӗнекесен авторӗ, А.Ф. Талвир ячӗллӗ литература, И.Я. Яковлев ячӗллӗ чӑваш наци премийӗсен лауреачӗ, нумай медале тата Хисеп хучĕсене тивӗҫнӗ Ольга Архипова тăван халăхшăн ырӑ тӗслӗх. Унра иксӗлми хастарлӑх, ӗҫченлӗх, пултарулӑх тапса тӑрать, хӑйӗн патне туртать.
Сумлă çавра çулпа саламласа Ольга Александровна Архиповăна çирĕп сывлăх, чыс тата хисеп, телей, малашне те пултаруллăх лаççине туптама вăй-хал сунатпăр.
Çапла чăвашлăхшăн пурăнакансем пулсан пирĕн халăх нихăçан та пĕтмĕ!