ТĂВАН ХАЛĂХĂН МУХТАВЛĂ ЫВĂЛĔ ÇУРАЛНĂРАНПА 90 ÇУЛ ÇИТРĔ

 

     Паян, авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Хисеплĕ Гражданинĕ, техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, СССР космонавт летчикĕ А.Николаев çуралнăранпа 90 çул.
Чăвашсен пĕрремĕш космонавчĕ Чăваш АССРĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче çуралнă. 1947 çулта Сĕнтĕрвăрринчи Вăрман хуçалăх техникумне пĕтернĕ, унтан Карелире тăрăшнă. 1950 çулта çар авиаци училищине пĕтерсен Мускав çар округĕн сывлăшран тапăнасран хÿтĕлекен чаçĕнче летчик-истребитель пулнă. 1960 çулта А.Николаева космонавтсен ушкăнне илнĕ. 1962 çулхи çурла уйăхĕнче пĕрремĕш хут вĕçеве хăпарнă. Ку вĕçевре Андриян Николаев креслăран вĕçерĕнсе уçлăхри корабль кабининче скафандăрсăр куçса çÿрес енĕпе пĕрремĕш хут эксперимент ирттернĕ. Çак тата ытти паттăрлăхшăн ентешĕмĕре Совет Союзĕн Геройĕн ячĕпе пĕрле Ленин орденĕпе тата «Ылтăн Çăлтăр» медальпе наградăланă, «СССР космонавт летчикĕ» ята тивĕçнĕ. 1962 çулхи çурла уйăхĕнче ăна Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп кĕнекине пĕрремĕш кĕртнĕ. 1963 çултан пуçласа 1968 çулччен А.Г.Николаев космонавтсен отрячĕн командирĕ, 1968-1974 çулсенче космонавтсем хатĕрлекен центр пуçлăхĕн çумĕ пулнă, çав вăхăтрах «уйăх программипе» килĕшÿллĕн Уйăх çине вĕçме хатĕрленнĕ. Орбитăра иккĕмĕш хут 1970 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-19-мĕшĕсенче пулнă. 1970 çулта ăна Совет Союзĕн Геройĕн ятне иккĕмĕш хут панă.
1974 çултан пуçласа 1992 çулччен ентеш Ю.Гагарин ячĕллĕ Космонавтсем хатĕрлекен центр пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ пулса тăрăшнă. Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн А.Николаева Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе тата ытти медальпе наградăланă. 1997 çулта Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ ят парса чысланă. Пысăк наградăсем тата та нумай унăн.

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн 2019 çулхи майăн 31-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн Шупашкарти аэропорта Андриян Николаев ятне пама йышăннă.

Андриян Григорьевич Николаев Чăваш Ен аталанăвĕшĕн, тăван халăхăмăрăн ырлăхĕшĕн каласа пĕтерме çук нумай ырă ĕç тунă, ырми-канми ĕçленĕ. Чăваш наци конгресĕ никĕсленнинче те паллă ентешĕмĕр тÿпи пысăк. 1992 çулта ЧНК пĕрремĕш Аслă Пухăвĕнче ăна Мăн Канаш пайташне суйланă.
2004 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче 75 çула кайса пĕтĕм халăх сума сăвакан ентешĕмĕр пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ...
Чăвашсен мухтавлă ывăлĕн çутă ятне тăван халăх ĕмĕр-ĕмер чĕрере упрĕ.
Паян та Чăваш Енре кăна мар, Раççей тĕрлĕ тăрăхĕнчи ентешсем те Андриян Николаева асăнса тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ.