ÇЕÇПĔЛ МИШШИНЕ ХАЛАЛЛАНĂ ЛИТЕРАТУРА КАÇĔ ИРТРĔ

     Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шупашкарти ял хуçалăх академинче «Поэзи тĕнчи» ятпа литература каçĕ иртрĕ. Уява Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи Геронтий Никифоров тата Сантăр Хучаш юрăç килсе çитрĕç. Чăвашсен кăвар чĕреллĕ поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă литература каçне ветеринари медицинипе зоотехни факультечĕн студенчĕсем тата Иванов Николай Григорьевичпа Галина Петровна Тихонова доцентсем хутшăнчĕç. «Поэзи тĕнчи» уявăн тĕп тĕллевĕ чăваш литературин паллă çыравçисен пултарулăхĕпе паллаштарасси, студентсене илемлĕ литературăна вулама, юратма хăнăхтарасси, чăваш чĕлхипе пуплевре анлăрах усă курасси пулчĕ. Поэзи уявне Н.Г. Иванов доцент уçрĕ. Вăл Çеçпĕл Мишши чăваш поэзийĕн чапĕпе мухтавĕ пулнине палăртрĕ, тăван сăмаха, чăвашлăха, вулав культурине упраса хăварса малалла аталантарасси çинчен каларĕ. Чăваш халăхĕн сумлă çыравçисем пирки каласа пама Геронтий Никифоров сăмах илчĕ. Вăл И.Я. Яковлев тăван халăха çутта кăларас ĕçе 50 çул туса пыни, Чĕмпĕр шкулĕнчен чылай паллă ÿнерпе сăмах ăстисем вĕренсе тухни пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Унтан Иван Яковлевăн чăваш халăхне панă халалне артист вуланине итлеттернĕ хыççăн Михаил Федоров, Константин Иванов, Федор Павлов, Петĕр Хусанкай, Илпек Микулайĕ, Ухсай Яккăвĕ, Митта Ваçлейĕ, Юрий Скворцов, Николай Терентьев, Юрий Сементер çыравçăсен пултарулăхĕпе тата хайлавĕсемпе паллаштарчĕ. Ăсталăх урокне вăл компьютерпа усă курса презентаци мелĕпе йĕркелесе пычĕ. Писательсемпе паллаштарнă май, этем кăмăл-сипетне, шухăш-ĕмĕтне, шалти тĕнчине кăтартакан, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентекен çыравçăсен паллă хайлавĕсем çинче чарăнса тăчĕ.

Калаçупа кĕвĕ-çемĕ ылмашăнса пычĕç. Музыка тăхтавĕнче Сантăр Хучаш Иван Христофоров репертуарĕнчи юрăсене шăрантарса уява илем кÿчĕ. Пулас выльăх тухтăрĕсем те калаçăва хутшăнчĕç. Ыйту-хурав самантĕнче вĕсем М.Ф. Федоровăн «Арçури» тата К.В. Ивановăн «Нарспи» поэмисен сыпăкĕсене, Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» романĕнчи Селимепе Тухтарăн юратăвне аса илчĕç, чăвашла кĕнеке вулама хатĕррине палăртрĕç, çамрăк çыравçăсен «Çĕнĕ хум» конкурсне хутшăнассине пĕлтерчĕç, юпа уйăхĕнче Ф.П. Павловăн «Ялта» драмине К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрне кайса курма тĕв турĕç. Апла пулсан Çеçпĕл Мишшине халалланă литература каçĕн тĕшшийĕпе уссийĕ куç кĕрет пулни курăнчĕ.

Çамрăк ăру – пирĕн пуласлăх. Вĕсене тĕрĕс воспитани парасси хальхи вăхăтри çивĕч ыйту. Сăмах ÿнерĕпе сăмахлăх пулăшнипе ырăлăх, сăпайлăх, çынлăх туйăмĕсене çамрăксен ăс-тăнĕнче çирĕплетессишĕн пурин те тăрăшасчĕ.

Геронтий Никифоров, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи