• Чăваш наци конгресĕн ертÿлĕхĕ республикăри культурăпа ÿнер, спортпа сывлăх сыхлавĕн анинче тăрăшакансен пултарулăхĕпе те кăсăклансах тăрать

Чăваш наци конгресĕн ертÿлĕхĕ республикăри культурăпа ÿнер, спортпа сывлăх сыхлавĕн анинче тăрăшакансен пултарулăхĕпе те кăсăклансах тăрать


Паян акă конгресра Джалиль Гайнутдиновпа Светлана Чернова-Гайнутдинова Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕсем, Павел Михайлов - Шупашкарти шаулинь кунгфу пекин шкулĕн директорĕ, Светлана Сергеевна Ермакова – Шупашкарти шаулинь кунгфу пекин шкулĕн вĕренÿ пайĕн ертÿçи пулчĕç.
ЧНК Ĕç тăвакан комитечĕн председателĕ Анатолий Ухтияров вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, пултарулăхри çĕнĕлĕхсем çинчен ыйтса пĕлчĕ. Вăл Гайнутдиновсене Чăваш Патшалăх Канашĕнче вăй хунă чухнех лайăх пĕлнĕ.
Паллă ÿнерçĕсем ЧНКра художниксен ĕçĕсен куравĕ пуррине пĕлсен, ун валли хăйсен картинисене парнелес кăмăллине пĕлтерчĕç.
Юлашки вăхăтра Китайпа Чăваш Ен туслă çыхăнусем йĕркеленине кура, унти спорт, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшакан шаулинь кунгфу мелĕ çинчен те калаçрĕç.
Тĕл пулура политикăпа общество паллă деятелĕ Наталья Володина та пулчĕ.

ЧНК пресс-служби.