Чăваш наци конгресĕн хăнисем – гимназире вĕренекенсем

Шупашкарти Президент тăкăрлакĕнче вырнаçнă 5-мĕш гимназире вĕренекен ачасем темпе те кăсăклаççĕ, тĕрлĕ проектсем çыраççĕ, конкурссемпе олимпиадăсене хастар хутшăнаççĕ.

Чăваш Республикинче пурăннă май, вĕсене тăван халăх историйĕ, кун-çулĕ, чăваш культурипе йăли-йĕрки, чĕлхи çинчен пĕлесси те кăсăклантарать.
Паян акă, 9-мĕш класра вĕренекен Елена Тихонова, Авенир Саманов тата Денис Рябинин Чăваш наци конгресне килчĕç. Вĕсем Ĕç тăвакан комитет ертÿçипе Анатолий Ильич Ухтияровпа курнăçса конгресс чăвашлăхшăн тăвакан ĕç-хĕлпе кăсăкланчĕç. Анатолий Ильич çамрăксене ăшпиллĕн кĕтсе илсе ЧНК историйĕпе, туса пыракан ĕçĕсемпе паллаштарчĕ, гимназистсене конгреспа яланах туслă пулма сĕнчĕ.

ЧНК пресс-служби.