• Чăваш Республикин 100 çулхи çавра юбилейне кĕтсе илме общество пĕрлĕхĕсем те хастар хатĕрленеççĕ

Чăваш Республикин 100 çулхи çавра юбилейне кĕтсе илме общество пĕрлĕхĕсем те хастар хатĕрленеççĕ

Ку паллă пулăма тивĕçлĕ шайра паллă тăвассипе ĕçлекен йĕркелÿ комитетĕнче ЧНК президенчĕ Николай Угаслов та пур. Вăл тăрăшнипе конгресс хастарĕсем çак паллă кунпа тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ, ЧНК çурчĕ çине автономи туса хуракансенчен пĕрин, Даниил Эльменĕн асăну хăмине вырнаçтарассипе те ĕçлеççĕ.

Паян, сăмахран, Чăваш Ен халăхĕсен Ассамблейин Канашĕн председателĕпе Лев Пантелеймонович Кураковпа Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕсен Анатолий Ухтияровăн тата Петр Ивантаевăн калаçăвĕ те çакăн çинченех пычĕ.
Каласа хăвармалла, Лев Пантелеймонович конгресăн ĕç-хĕлĕпе яланах кăсăкланса тăрать, пирĕн мероприятисене яланах хутшăнать, тĕрлĕ енлĕ пулăшать.
Çитес вăхăтра «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет пуçарнипе çамрăксен театрĕн çуртĕнче «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçама!» регионсем шайĕнчи ял хĕрарăмĕсен фестиваль-конкурсĕ иртмелле. Чăваш Ен халăхĕсен Ассамблейин пуçлăхĕ Лев Кураков академик çак мероприятине те хаваспах килме, хăй майлă пулăшма шантарчĕ.

ЧНК пресс-служби.