Чăвашла юмахсем курса савăнар!

 

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Анимационная студия „Пилот“ Александра Татарского» пĕрлешÿ хатĕрленĕ „Гора самоцветов“ ярăмăн хăш-пĕр юмахĕсене чăвашла куçарчĕ. Вĕсен шутне вырăс халăхĕн юмахĕ „Ăслă хĕр“ (Умная дочка), пушкăрт халăхĕн юмахĕ „Тăлăх тилĕ“ (Лиса-сирота), беларуç халăхĕн юмахĕ „Улпут лаша пулни пирки“ (Как пан конём был), мăкшăсен юмахĕ „Мĕн тăвас, е Кукăрăш“ (Что делать или Куйгорож) кĕчĕ.  Юмахсен чăвашла тексчĕсене Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, чăваш халăх артисчĕ Иван Иванов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, чăваш халăх артисчĕ Валентина Иванова, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ, „Кĕмĕл тĕк“ Гран-при çĕнсе илнĕ Александр Степанов вуланă.

Юмахсене çак ссылкăсемпе кĕрсе курма пулать:

„Улпут лаша пулни пирки“ –  https://youtu.be/SKMM_qmSCoE 

„Ăслă хĕр“ –  https://youtu.be/ZyOahhtnLZI

„Тăлăх тилĕ“ –  https://youtu.be/ShE4Qe4jQJk

„Мĕн тăвас, е Куйкăрăш“ – https://youtu.be/75RGUQWk5KU

 

 
 

 

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии