• ЧНК Ĕç тăвакан комитечĕпе Культура министерствин пай пуçлăхĕсем ĕçлĕ калаçу ирттерчĕç

ЧНК Ĕç тăвакан комитечĕпе Культура министерствин пай пуçлăхĕсем ĕçлĕ калаçу ирттерчĕç

   Чăваш наци конгресĕ обществăлла организаци пулнă май, хăйĕн анлă ĕçĕнче Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин тĕрекне те туйсах тăрасшăн.

Паянхи ĕçлĕ калаçăва  ку министерствăн этноконфесси хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Кирилл Павловпа унăн çумĕ Эдуард Краснов, строительствопа культура эткерлĕхне упракан пай пуçлăхĕ Евгений Гришин хутшăнчĕç.

ЧНК Ĕç тăвакан комитет председателĕн Анатолий Ильич Ухтияровăн министерство пай пуçлăхĕсемпе сÿтсе явмалли ыйтусем чылай пуçтарăннă. Чи малтанах Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа ЧНК çурчĕ çине автономи никĕсне хуракансенчен пĕрин, Даниил Элменĕн ячĕпе асăну хăми çапасси пирки калаçрĕç.

Малалла ЧНК регионсен шайĕнче йĕркелекен «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма», «Чăваш пики», «Çĕнĕ хум» конкурс-фестивальсене йĕркелесе ирттерме майсем тупасси пирки сÿтсе яврĕç.

Анатолий Ильич ЧНК çуртне хăтлăх кĕртесси пирки те ыйту хускатрĕ.

Культура министерствин яваплă çыннисем хăйсен енчен тĕрлĕ сĕнÿсем пачĕç, пĕрле ĕçлеме шантарчĕç.

 

ЧНК пресс-служби.