ЧНК президенчĕ Трак тăрăхĕнчи ачасемпе вĕрентекенсене саламларĕ

 
Паян, авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Пĕлÿ кунĕ Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Федорович Угаслов Трак Енчи шкул ачисене вĕренÿ çулĕ пуçланнипе саламларĕ.
Трак пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулĕнчи тата Еншик Чуллă ялĕнчи вăтам шкулти уявсене хутшăннă май Николай Федорович ачасене вĕренÿ çулне усăллă ирттерме, тарăн пĕлÿ илме, вĕренÿри ырă çĕнĕлĕхсене вăхăтра алла илме сĕнчĕ, пурне те çутă ĕмĕтсене пурнăçлама ырлăх-сывлăх сунчĕ.
Еншик Чуллă шкулĕнче "Ача-пăча спорчĕ" проектпа килĕшÿллĕн спорт залĕ уçăлчĕ. ЧНК президенчĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ çитĕнекен ăрăва спортпа туслă пулма сунса парне пачĕ.
 
ЧНК пресс-служби.