ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров Кӑнна Кушкинчи Чÿклемене хутшăннă

Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушкинчи чӑвашсем иккӗмӗш хут "Чӳклеме" уявне ирттернĕ.

Йăхташсене пĕр çĕре пуçтарăнмалли ятарлă вырăн – этнопарк пулни питех те лайăх. ЧНК «Чăваш ялĕ» комитет ертÿçи Эдуард Бахмисов проекчĕпе тунă этнопаркра йĕркеленĕ уява Чăваш Енрен, Чĕмпĕртен тата ытти регионсенчен хастар чăвашсем çитнĕ.
Хисеплӗ хӑнасене яла кӗнӗ ҫӗрте "чӗрӗ коридор" туса, çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Кунта Теччӗ районӗн Ӗҫтӑвком ертӳҫи Аркадий Семенычев, ТР Халӑхсен Ассамблейин Ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Николай Владимиров, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Анатолий Ухтияров, Чӑваш Республикинчи халӑхсен представителӗсен Ассамблейин Канашӗн председателӗ Лев Кураков, ТР ЧНКА Канашӗн Ӗҫтӑвком ертӳҫи Владимир Иванов, "Сувар" хаҫатӑн Тӗп редакторӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ирина Трифонова, Ульяновск облаҫӗнчи ЧНКА Канашӗн Председателӗ Олег Мустаев, Пӑва районӗнчи ЧНКЦ ертӳҫи Владимир Ильин, тата ыттисем пулнă.
Йӑлана кĕнĕ тӑрӑх хӑнасем чи сумлă чăваш -И.Я.Яковлев палӑкӗ умне чечексем хунă.
Хисеплӗ хӑнасем Лев Пантелеймонович Кураков пуçарнипе уяв пуçличчен Яковлев халалӗнчи сӑмахсене ҫырса хунӑ асӑну чулне уҫнă. Йăхташсене чи кирлине вĕрентсе - "Пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑнӑр" тесе çырнă чул çине.
Чÿклемене пуçтарăннисене саламласа Чăваш наци конгресĕн Ĕç тăвакан комитечĕн председателĕ Анатолий Ухтияров вице-президент уява йĕркелекенсене, Теччĕ районĕн тата Кăнна-Кушки ялĕн администрацине чунтан тав тунă. «Кунти чăвашсем хамăр йăла-йĕркене таса та ĕлĕкхилле сыхласа упраççĕ. Чÿклеме – тулăх çимĕçсемшĕн çутçанталăка, хамăр Турăсене тав туни. Çамрăксене туслă та килĕштерсе пурăнма, ĕçчен те пултаруллă пулма вĕрентни. Чăваш автономийĕ 100 çул тултарас умĕн ку ялта уяв ирттерни чăннипех те лайăх пулăм. Çакăнта Яковлевсăр пуçне тăван халăхшăн мухтавлă ĕçсем тунă чылай çын ÿссе çитĕннĕ. Пирĕн республикăна нумай çул ертсе пынă Семен Ислюков та çак шкулта ăс пухнă. », - тенĕ Анатолий Ильич. Конгресс президенчĕн Николай Угасловăн саламне те уяври халăх патне çитернĕ вице-президент. Николай Федорович Угаслов Хушăвĕпе Теччĕ район культура управленийĕн пуҫлăхне Юрий Сиякина, Кӑнна Кушки ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Сергей Гаврилова, Теччӗ районӗн пӗрлештернӗ клуб тытӑмӗн директорӗн ҫумне Загит Замалутдинова тата Чĕмпĕр тăрăхĕнчи хастара Елена Лянкинăна конгресс Хисеп хучĕпе чысланă.
Володар Тимофеев ертсе пыракан Теччӗ районӗнчи чӑваш центрӗ районти Культура управленийӗ пулӑшнипе уява лайӑх хатӗрленни куçкĕрет. Кӗр тухӑҫлă пулнине палăртса сӗтелсем пахча-ҫимӗҫпе тулли пулнă Чÿклемере. Кашни сĕтел çинче техĕмлĕ сăра, кукăль-хуплу, пыл тата ытти те ял çыннисем пĕринчен тепри тараватлă пулнине палăртнă. Чăваш Енри Йĕпреç, Канаш, Муркаш, Каçал тата ытти тăрăхран çитнĕ фольклор ушкӑнӗсем те Кӑнна Кушкисене уяв кăмăлĕ кĕртнĕ.

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева «Сувар» хаçатри статья çине тайăнса хатĕрленĕ.
(«Чăвашкино» сăнÿкерчĕкĕсене усă курнă.)