Чăваш наци конгресĕ тăван кил пекех çывăх

   Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕн Андриян Николаевăн 90 çулне уявланă кун конгресса чылай хăна килчĕ. Вĕсен хушшинче çар авиацийĕн ветеранĕсем: Игорь Почейкин подполковник, Геннадий Мидейкин майор, Юрий Герасимов прапорщик та.

Офицерсем каласа панă тăрăх, çар авиаци профессине суйласа илме вĕсене Андриян Николаев паттăрла вĕçевĕ хистенĕ, ун пек хастар пулас тесе ĕмĕтленнĕ чăваш каччисем.