Казахстанри Кокшетау хулинче чăваш этнокультура центрĕ ăнăçлă ĕçлет

 2014-мĕш çулта йĕркеленнĕ пĕрлешĕве Елена ИвановнаМащинская ертсе пырать. Вăл Самар тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ чăваш хĕрарăмĕ. Паян, авăнăн 30-мĕшĕнче Чăваш наци конгресне çак организаци хастарĕ, Казахстан Республикин искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ, профессор Валерий Васильевич Тарасов ĕçлĕ тĕл пулăва килчĕ. Конгресăн Ĕç тăвакан комитет ертÿçи Анатолий Ухтияров сумлă хăнана ăшпиллĕн йышăнчĕ, аякри Казахстан çĕршывĕнче пирĕн йăхташсем еплерех ĕçлесе пурăннине ыйтса пĕлчĕ. Калаҫӑва ЧНК "Чӑваш хӗрарӑмӗ" комитет ертӳҫи Юлия Мареева хутшӑнчӗ.

Валерий Тарасов хăй те питĕ хастар та маттур чăваш. Вăл 1950 çулта Канаш районĕнчи Катек ялĕнче çуралнă. 1984 çулта Мускаври Раççей театр академине пĕтернĕ. Маларах Шупашкарти музыка училищинче музыка комедийĕн уйрăмне пĕтернĕ, Кемер облаçĕнчи театрта, Туркмен çĕршывĕнче Ашхабатри вырăс театрĕнче ĕçленĕ. Вăтăр çул Валерий Тарасов Казахстанри Акмолара тата облаçри Кокшетау хулинчи вырăс театрĕн директорĕ тата илемлĕх ертÿçи пулса тăрăшнă. Вăл çамрăксене театр валли артист пулма хатĕрлессипе çине тăрса тимленĕ. Темиçе çул хушши паллă режиссерпа Иосиф Александрович Дмитриевпа алла-аллăн Казахстанри театр аталанăвĕшĕн чунне панă. Ку çĕршывра Валерий Васильевича питĕ хисеплеççĕ, сума сăваççĕ. Ăна чылай çул хушши Казахстан президенчĕ пулнă Нурсултан Назарбаев та темиçе хутчен чысланă.

Валерий Тарасов мăшăрĕ, Елена Михайловна Тарасова, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ пулнă май, Кокшетаури чăваш наци культурин пĕрлешĕвĕнче вырсарни шкулне ертсе пырать.Унти чăваш ачисене тăван культура, чĕлхе, йăла-йĕркене алла илме пулăшать. Организаци Павлодарти Елена Сафронова ертсе пыракан чăваш обществăпа культура центрĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Валерий Васильевич Тарасов хăйсен пĕрлешĕвне конгресса илме ыйтса документсем тăратрĕ.

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.