Легендарлă начдив вилнĕренпе 100 çул çитнине асăнса

 Авăнăн 5-мĕшĕнче 32 çулти Василий Иванович шуррисен суйласа илнĕ отрячĕсемпе çапăçса пуç хунă. Граждан вăрçин геройĕ 1919 çулхи ака уйăхĕнчен ертсе пынă стрелоксен 25-мĕш дивизийĕн пĕчĕк пайĕ авăн пуçламăшĕнче Лбищенскпа унăн таврашĕнче чарăнса тăнă. Çав хулана дивизи штабĕ, снабжени пайĕ, трибунал, ревком, дивизин ытти уйрăмĕ — пурĕ 2000 яхăн çын — пырса вырнаçнă. Кунта дивизие хĕç-пăшал, апат-çимĕç турттаракан икĕ пине яхăн лавçă çĕр каçнă. Вĕсен хĕç-пăшал пулман. Хулана хураллама дивизи шкулĕн 600 салтакне шаннă. 5-мĕшĕнче, тăшман шуçăмпа атакăна çĕкленнĕ чухне, вĕсем Чапаевпа пĕрле çапăçăва кĕнĕ. Дивизин тĕп вăйĕ çавна сисмесĕрех Лбищенскран 40-70 çухрăмра тĕлĕрнĕ. Бородин полковник ертсе килнĕ казаксем хулана юланутсемпе çил-тăвăл пек пырса кĕнĕ, çурт-йĕре вут хыптарнă, хĕрлĕармеецсене пере-пере пăрахнă. Вĕсен пĕр ушкăнĕ Собор лапамĕнче пуçтарăннă. Казаксем вĕсене хуптĕрлесе тыткăна илнĕ. Урал хĕррине пĕчĕк ушкăн çеç çитме пултарнă. Чапаева тыткăна илме йĕркеленĕ взвод Чапаев çĕр каçнă пÿрте шыраса тупнă. Çуртран винтовкăпа тухнă хĕрлĕармееца Чапаев тесе тытса чарнă. Василий Иванович çав самантра чÿречерен сиксе ĕлкĕрнĕ. Белоножкин подхорунжий ăна аллинчен амантнă. Юн юхтарса чупакан Чапаев юханшыв еннелле чакакан 100 яхăн хĕрлĕармееца пĕр ушкăна чăмăртанма мехел çитернĕ. Вĕсем казаксем еннелле пулеметран пенĕ, Белоножкин отрячĕн каялла чакма тивнĕ. Çапăçу пынă вăхăтра Чапаева тепре амантаççĕ, хальхинче — хырăмран. Аслă ывăлĕ Александр тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх — икĕ хĕрлĕармеец /Венгрирен/ хÿтĕлекенсене ертсе пыма пултарайман дивкома Урал урлă хапха алăкĕ çине хурса каçарнă. Герой пурнăçĕ юн нумай çухатнăран татăлнă. Казаксем унăн виллине шыраса ан тупчăр тесе венгрсем ăна çыран хысакĕнчи хăйăр-чулпа хупланă.

 

Юрий Михайлов

«Хыпар» хаçат.