Профессиллĕ çыравçăсем семинара пуçтарăнчĕç

Чӑваш наци вулавӑшӗнче республикӑмӑрти профессиллӗ ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗ йӗркеленипе "Хальхи вӑхӑтри чӑваш литератури: ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ" ятпа тӗлпулу- тишкерӳ пуҫланчӗ.
Унта ҫыравҫӑсемсӗр пуҫне студентсемпе колледж-техникумсенче ӑс пухакансем пуҫтарӑнчӗҫ.
Семинар-тӗлпулӑва ытти регионсенчи чӑваш ҫыравҫисем те ҫитнӗ.
Калем ӑстисене ӗҫлӗ тӗлпулӑва пуҫтарӑннӑ ятпа Чӑваш наци конгресӗн Ӗҫ тӑвакан комитет председателӗ Анатолий Ухтияров вице-президент саламларӗ.