Пукане театрӗ Пушкӑртра

Авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Пушкӑртстана Шупашкарти пуканесен театрӗ гастроле килсе ҫитнӗ. Вӗсем Уфа (Ӗпхӳ), Бирск хулисенче тата Кӑрмӑскалӑ, Аургазӑ, Пишпулеке районӗнчи пӗчӗк ачасене "Атя тилӗ, яра пар" (Лиса-плясунья) спектакльпе савӑнтараҫҫӗ. Пушкӑртстанри ЧНК элчи Кузьмин Фёдор Васильевич тӑрӑшнипе спектакльсем тулли залсемпе иртеҫҫӗ. Каҫхине вара артистсем аслисем валли ҫак спектакльсенех кӑтартса тата илемлӗ концертсемпе савӑнтӑраҫҫӗ. Артистсен йышӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем: Филиппов Юрий Михайлович, Каликова Алина Ивановна тата Пушкӑртра ҫуралса ӳснӗ Хорькова Елена Владимировна (Шурту). Ҫак сумлӑ актёрсемпе пӗрле юнашар ҫамрӑк артистсем те - Ольга Тарасова, Юрий Теренин тата Пётр Петров. Илемлӗ тӗл пулусемшӗн пушкӑртсем Пукане театрӗн директорне Елизавета Абрамовӑна чунтан тав сӑмахӗсем калаҫҫӗ