СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев 80 çулта

 

     К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕн пултарулăх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ, Раççей тата Чăваш Патшалăх премийĕсен лауреачĕ, «Ылтăн маска» Раççей наци театр премийĕн лауреачĕ, Шупашкар хулипе Шăмăршă районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, Виçпÿрт-Шăмăршăра çуралса ÿснĕ Валерий Яковлев авăнăн 25-мĕшĕнче 80 çул тултарчĕ. 
Театр ăсти А.В. Луначарский ячӗллӗ театр ӳнерӗн патшалӑх институтӗнче пӗлӳ илнӗ. 1961 ҫулта актер факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1967 ҫулта — режиссёр факультетӗнчен. Пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх академи драма театрĕнче ĕçлеме пуçланă та, пĕтĕм пурнăçне çак театра панă. Унсăр пуçне Валерий Яковлев чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институтĕнче çамрăксене театр ăсталăхне вĕрентнĕ, унăн студенчĕсем пулнă артистсем халĕ республикăмăрăн театрĕсенче пултаруллă ĕçлеççĕ.
Валерий Николаевич общество ĕçне те нумай пурнăçланă. Республикăри театрсен ушкăнĕн ертÿçинче 10 çул тăрăшнă, 2 хутчен Чăваш Республикин Аслă Канашĕн депутатне суйланнă, президиум членĕ пулнă. Çав вăхăтрах 100 ытла концерт йĕркеленĕ. Тĕслĕхрен, йăхташăмăрсем патĕнче литературăпа искусство кунĕсем, республикăра юбилейсем, Акатуйсем ирттернĕ.
Валерий Яковлев Борис Чиндыковӑн «Ҫатан карти ҫинчи хура ҫырла» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакль 1990 ҫулта пӗтӗм Раҫҫей фестивалӗнче, 1991 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗк халӑхӗсен фестивалӗнче, 1992 ҫулта Шупашкарта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Федерация – 92» фестивальте пӗрремӗш вырӑнсем йышӑнса ҫӗнтернӗ. Ытти ҫулсенче те вӑл лартнӑ спектакльсем малти вырӑнсене йышӑннӑ.
Валерий Николаевич режиссёр пек кӑна мар, актёр пек те палӑрнӑ. Вӑл вылянӑ сӑнарсем: Леонардо — Ф.Г.Лоркин «Юнлӑ туйӗнче», халиф Джафар аль Муктадир — И.Петровӑн «Телейпе Илемӗнче», Павлин — М.Горькийӗн «Варварынче», Иван — Н.Айзманӑн «Кай, кай Иванара», Аслӑ Кнеҫ — Н.Сидоровӑн «Хӳхӗм хӗрӗн хӳхлевӗнче» тата ыттисем.
Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, президиум пайташĕсем тата унăн çывăх ентешĕ, Анатолий Ухтияров вице-президент чăвашсен мухтавлă ывăлне, Валерий Николаевич Яковлева сумлă юбилейпа саламлаççĕ, иксĕлми телей, çирĕп сывлăх сунаççĕ.