Вӑрмарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта ҫӗнӗ меслетсемпе вӗрентеҫҫӗ

 

Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Анатолий Ухтияров Вӑрмарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулпа республикӑри вырӑс чӗлхипе литература вӗрентекенсен Ассоциацийӗ йӗркеленӗ
мероприятие ҫитсе килчӗ.
Вӑрмарти шкул Раҫҫейри чи лайӑх 300 шкул шутне ахаль кӗмен, кунта ҫӗнӗ меслетсемпе вӗрентессине анлӑ усӑ кураҫҫӗ. Шкул директорӗн ҫумӗ Валентина Табакова республикӑри вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ассоциацийӗн ертӳҫи пулнӑ май вӗренекенсене кӑсӑклантарса яракан, шутлама хӑнӑхтаракан меслетсемпе ӗҫлессине мала хурать.
Хальхинче вӑрмарсем патне Йӗпреҫ районӗнчи вӗрентекенсем хӑйсен ӗҫне пуянлатас, кӳршӗсенчен вӗренес тӗллевпе ҫитнӗ.
ЧНК вице-президенчӗ Анатолий Ухтияров икӗ районтан пуҫтарӑннӑ вӗрентекенсене тата ачасене пӗлӳ тӗнчине пуянлатакан, хальхи самана ыйтнӑ пек ҫӗнӗ меслетсемпе ӗҫлеме ӑнӑҫу сунчӗ.
Вӗрентӳ программине вӑрмарсем пилӗк лапама пайланӑ. Мероприяти Вӑрмар чукун ҫул станцийӗнче пуҫланчӗ.Кунта меслет шкулӗн ҫулҫӳрев карттипе паллашрӗҫ.
Малалла вӗрентекенсемпе вӗренекенсем районти ЗАГС уйрӑмне куҫрӗҫ. Вӑрмар шкулӗнче вӗренекен ачасем чӑвашсен Кӗр сӑри, Улах, Ҫветкке уявӗсен йӑли-йӗркине кӑтартса пачӗҫ.
Тепӗр вӗрентӳ лапамӗ - Вӑрмарти тавра пӗлӳ музейӗ пулчӗ. Елена Ларионова вӗрентекен ачасемпе метапредмет урокӗ ирттерчӗ. Сергей Аксаковӑн "Багровӑн ачалӑхӗ" повеҫӗ тӑрӑх музейри экспонатсене усӑ курса ӗлӗкхи чӑваш халӑх йӑли-йӗркине, пурнӑҫне тишкерчӗҫ. Ку ачасемшӗн кӑна мар, аслисемшӗн те питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ.
Малалла урама тухса сӑвӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Г. Айхи ячӗллӗ "Урамри вулавӑша" уҫрӗҫ.
Меслетлӗ урок мероприятийӗ Вӑрнарти шкул ҫурчӗн лапамне куҫрӗ. Тӑххӑрмӗш класра вӗренекенсем пухӑннисем валли шкулти пӗчӗк музейра экскурси ирттерчӗҫ.
Вӑрмарта иртнӗ меслетлӗ вӗрентӳ тепӗр вырӑнӗ - "Вулакан Чӑваш Ен" проекта килӗшӳллӗн йӗркеленӗ "Вулама вӑхӑт" лапам. Ӑна ку шкулта вырӑс чӗлхипе литература вӗрентекен Светлана Бондарева ирттерчӗ. Ачасем Геннадий Айхи 85 ҫулне халалласа "Ҫыравҫӑпа калаҫни" театрализациленӗ постановка лартса пачӗҫ, поэт сӑввисене вырӑсла, чӑвашла вуларӗҫ. Каласа хӑвармалла, лапама чӑн поэзи сывлӑшӗ кӗртнӗ. Кунта тӗрлӗ майлӑ купаласа хунӑ кӗнекесем, Айхи сӑнӳкерчӗксем, ӳкернӗ картинӑсем тата ытти те.
Чӑваш халӑх поэчӗн хайлавӗсем, ун пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен каласа панисем ачасен кӑна мар, меслетлӗ вӗрентӳ мероприятине килнӗ аслисен чунӗсене те хумхатрӗҫ.
ЧНК вице-президенчӗ Анатолий Ухтияров вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентессинче ҫакӑн пек ҫӗнӗ меслетсемпе усӑ курнине, ачасене чӑваш культурипе йӑли-йӗркине ҫакнашкал ӑша хывма пулӑшнине ырларӗ, вӗрентекенсене малашне те тӑрӑшса ӗҫлеме вӑй-хал сунчӗ.

ЧНК пресс-служби.