ВИКТОРИНĂНА ХУТШĂНАР-И?

                            

Çеçпĕл Мишши– чăваш поэзине

пуçласа яракансенчен пĕри,

тÿрĕ кăмăллă, вĕри чунлă патриот, кăвар чĕре...

Ухсай Яккăвĕ, чăваш халăх поэчĕ

 

Пирĕн кăвар чĕреллĕ поэт Çеçпĕл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) çуралнăранпа кăçал чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче 120 çул çитнине пĕтĕм чăваш тĕнчи паллă тăвать. Вилĕмсĕр поэтăмăра хисеплесе эпир те, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ «Тантăш» хаçатпа пĕрле Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă республика шайĕнче «Кăвар чĕреллĕ сăвăç» викторина ирттерес терĕмĕр. Вăйă ăмăртăва 6–11 классенче вĕренекен шкул ачисене, студентсене, учительсемпе библиотека ĕçченĕсене, поэзие юратакансене хутшăнма чĕнетпĕр.

Литература викторинине хутшăнакансем! Хуравланă ĕçсенче хăвăрăн хушаматăра, ятăра, аçăр ятне, мĕнле шкулта тата миçемĕш класра/курсра вĕреннине, ăçта ĕçленине тулли çырăр. Вĕренÿ е ĕç учрежденин адресне чăвашла тата вырăсла çырма ан манăр. Ыйтусене тĕрĕс те тулли хуравланисенчен çĕнтерÿçе тата призерсене палăртăпăр, вĕсене Хисеп хучĕ парса чыслăпăр, хутшăннисене сертификат парăпăр.

«Кăвар чĕреллĕ сăвăç» викторина хуравĕсене чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕччен «Тантăш» хаçат редакцине электрон адреспа tantas@list.ru ярса памалла е çак адреспа «428019, Чăваш Республики, Шупашкар хули, И. Яковлев проспекчĕ, 13, «Хыпар издательство» çурчĕ, 7 хут, «Тантăш» хаçат редакцийĕ» кĕрсе памалла.

 

 

Ыйтусем:

                  1. Çеçпĕл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) хăçан тата ăçта çуралнă?

2. Çеçпĕл Мишши тетпĕр. Çеçпĕл – псевдоним, литературăри хушма ят. Поэтăн унсăр пуçне тата ытти хушма ятсем темиçе те пулнă. Эсир вĕсенчен хăшне-хăшне пĕлетĕр?

3. Çеçпĕл Мишшин пĕрремĕш сăввисем ăçта кун курнă? Малтанхи сăввисене мĕнле чĕлхепе çырнă?

 

4. Çеçпĕл Мишши хăйĕн пултарулăхне прозăпа драматургире те кăтартнă. Çеçпĕл пьесин ятне калăр.

5. Çеçпĕл Мишши «Тинĕсе» сăвва ăçта тата хăçан çырнă? Сăвăра кам çинчен каланă? Сăввăн тĕп шухăшĕ.

 

6. Пĕр паллă литература тĕпчевçи Çеçпĕл пултарулăхне хакласа: « Çеçпĕл паянхи кун нихçанхинчен ытларах кирлĕ. Вăл наци политикине çĕнĕрен тавăрма, чĕлхемĕре, тăван сăмахăмăра чĕртсе тăратма, элитăлăхпа, чурсăрлăхпа, чунсăрлăхпа, наци нигилизмĕпе кĕрешме пулăшĕ, пирĕншĕн сĕрен элемĕ (малалла кайма чĕнекен ялав) вырăнне пулĕ», – тенĕ. Кам çапла каланă-ши?

7. Çеçпĕл Мишшин миçе çырăвне Анастасия Червякова упраса хăварнă?  Çав çырусене вырăсларан чăвашла кам куçарнă? Вĕсем ăçта, хăçан пĕрремĕш хут пичетленсе тухнă?

8. Литературăпа ÿнерти чаплă çитĕнÿсемшĕн Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен  премине миçемĕш çулта  чи малтан камсем илме тивĕçлĕ пулнă?

9. Шупашкарта, Чăваш Енре, регионсенче Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен вырăнсене тата поэтăн ырă ятне упракан ытти хисепсене палăртса тухăр.

 

10. Çеçпĕл Мишшине пытарнă вырăн. Хисеплĕ поэта ăçта пытарнă?

 

Геронтий НИКИФОРОВ,

Чăваш Республикин

тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ